Ыйха путрĕç упасем

30 Раштав, 2014

Улатăр районĕнчи Соловьевский поселокĕ - Чăваш Енпе Чĕмпĕр облаçĕн чиккинчи вăрман уççинче. Унăн кăнтăр енĕпе Ирет юханшыв иртсе Сăрпа юпленет. Чăтлăха кăмпа татма кайнисем октябрь уйăхĕнче упа курнине пĕлтерчĕç. Хĕл каçма хатĕрленсе - пулă, мăйăр, йĕкел, çырла, кăмпа, хурт-кăпшанкă, кăткă, сĕлĕ, ешĕл курăк, ытти апат çисе - çу пухать. Çынсем утаман вăрман панулмине çинине асăрхасанах каялла тапса сикнĕ.

Атрать ялĕн хĕрарăмĕсем çав-тĕр пысăк Михайло Потапычпа çырлара тĕл пулнă. Вăл çулла тутă, йăваш. Çынсене хăратман пулин те лешсем пуракĕсене пăрахсах тарнă. «Кÿлепи 2 метр тăршшĕ пурччĕ», - терĕç çырлаçăсем. Ун пекки кирек кама та хăратать. Хĕл каçсан, март-апрель уйăхĕсенче, шăтăкĕнчен тухнă выçă Топтыгин ял хĕрринчи выльăха тытса çурнине пирĕн шур сухалсем астăваççĕ-ха. Сунарçăсем 1941-1945 çулсенчи вăрçă хыççăн нумай пĕтернĕрен вăл сахалланса юлчĕ.

1977 çулхи август. Вăрманçă çăкалăх витĕр килне таврăннă. Çулне упа пÿлнине вăл маларах асăрхаман. Чĕрчун арçын умне чупса тухать те хыçалти урисем çине тăрать. «Пĕр-пĕрин çине виçĕ минутран кая мар пăхса тăтăмăр, - аса илчĕ кайран Василий Свиридов. - Хытă хăранăран урасем самантрах итлеми пулчĕç. «Ман çине сиксе ÿкет те хырăма туртса çурать», - текен шухăш пуçа пăраларĕ. Эпĕ çаврăнса пĕр-ик утăм ярса пусрăм çеç çурăм çинчи тулли кутамккана хыттăн туртрĕ: - эпĕ курăк çине тĕшĕрĕлсе антăм. Анчах çурмарĕ. Пĕр самант йăшăлтатмасăр, куçа хупса выртрăм. Мăшлатрĕ-мăшлатрĕ те милĕклĕхе кĕрсе çухалчĕ».

Специалистсем кăçал пирĕн патăмăрта икĕ упа пурăнать терĕç. Ман шухăшпа ытларах: - 3 е 4. Республикипе - 12 /пĕлтĕр - 14/. 1980 çулсенче Чăваш Енре - 10, 2007 çулта 20-25 шутланă. 2010 çулхи пушара пула йышĕ чакрĕ. Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ пулин те /сунар объекчĕ шутланмасть/ браконьерсем тытаççĕ, ĕрчеме памаççĕ. «Ашĕ тутлă, çăвĕ сиплĕ», - теççĕ. Мускавра унăн тирне 70-100 пин тенкĕлле сутаççĕ. Кивĕ тата Çĕнĕ Эйпеç, Суйкăн ялĕсенчи браконьерсем пĕрремĕш юр ÿксенех Потапыч йĕрĕпе кайса хĕл каçма кĕрсе выртнă шăтăкне тупаççĕ. Кăçал çанталăк шăнтичченех юр ÿкмерĕ - упасемшĕн лайăх пулчĕ: йăвисене йĕр хăвармасăр кĕрсе выртрĕç.

Çăмне лăпăстаттарса пынине юлашки хут 2008 çулта Кирепе Люля поселокĕсен хушшинче куртăм. Вăл та мана асăрхарĕ. Талпăнса ман пата ыткăнмарĕ, çаврăнчĕ те чăрăшлăха кĕрсе кайрĕ. Браконьерсене тăрă шыв çине кăларас тĕллевпе вăрманта фотоевĕрлев аппаратне лартатăп. Темиçе çул каялла унăн объективне упа амипе çури лекрĕç.

Вăрман хуçи халĕ ыйхăра. Çуркуннечченех канлĕ çывăртăр.

Олег БУРЕНИН,

чĕрчуна хÿтĕлекен аслă инспектор

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.