Йÿнĕ одеколон сутнă

26 Нарăс, 2018

Йĕрке хуралçисем Шупашкарти пĕр складра йÿнĕ одеколон партине тупса палăртнă. Пĕр кĕленчене 20 тенкĕрен йÿнĕрех сутнă. Спиртлă шĕвеке эрехпе айкашакансем туяннă. Ăна вĕсем «фанфурик» вырăнне ĕçнĕ.

ЧР ШĔМĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, йÿнĕ одеколона Шупашкарти тата республикăри хăш-пĕр районти лавккасенче сутнă. Йĕрке хуралçисем спиртлă шĕвек хулари Мир проспектĕнче тавара курттăм сутакан складран «тухнине» палăртнă. Полицейскисем унта тĕрĕслевпе çитнĕ. Пĕри туянакана çаврăнса 7 кĕленче одеколон илнĕ. Йĕрке хуралçисем партие туртса илнĕ. Унта 2,5 пин кĕленче пулнă. Фирма ертÿçине 30-40 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас