Йÿнĕпе çырăнма та, кĕпе çумалли машинăллă пулма та май пур

30 Чÿк, 2017

Хисеплĕ тусăмăрсем! "Хыпар" издательство çурчĕн кăларăмĕсене паян илсе тăракансем тата çырăнассипе çырăнмасси пирки иккĕлекенсем валли пирĕн питех те ырă хыпар пур. Чăваш Енри наци медиахолдингĕн хаçат-журналĕсене раштав уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче почта уйрăмĕсенче те, почтальонсем урлă та йÿнĕ хакпа çырăнтараççĕ.

Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать тенипе укçана шутлама пĕлекен кашни çынах килĕшет-тĕр. Çак кунсенче пирĕн кăларăмсене йÿнĕ хакпа çырăннипе пĕрлех сирĕн "Хыпар" издательство çурчĕ ирттерекен вылява хутшăнма май пур.

Аса илтерер: "Хыпар" хаçата 2018 çулăн 1-мĕш çурринче илсе тăма çырăнсан квитанци копине редакцие почтăпа (Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт) е hyparkd@mail.ru электрон адреспа ярса памалла. Вĕсем кĕпе çумалли автомат машина вылявне хутшăнĕç. "Хыпар" издательство çурчĕн "Тантăш" хаçатне е "Тетте", "Самант" журналĕсене çырăннисем хушшинче сенсор экранлă телефон выляттарăпăр. Ача-пăча кăларăмĕсене суйланисен квитанци копийĕсене те маларах каланă адреспах йышăнатпăр. 

Лотерея вылявĕ кăçалхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче 18 сехетре чăваш эстрада юрăçин концерчĕ вăхăтĕнче уççăн иртĕ. Хаклă парнесен сертификачĕсене çав концертра парăпăр, парнисене кайран редакцие килсе илмелле.

12+

 

Рубрика: 

Комментари хушас