Йытă пĕрисене «çыртнă», теприсене телей кÿнĕ

27 Раштав, 2018

Евгений Петросянпа Елена Степаненко Раççей кулăш ăстисем 33 çул пурăннă хыççăн тăрук уйрăлчĕç. Урăх çулсемпе утма тытăннă пулсан та пурлăхне ниçтан пайласа пĕтереймеççĕ. Лера Кудрявцева телеертÿçĕ вара 47-ре ача çуратрĕ! «На-на» ушкăн продюсерĕ 71-ри Бари Алибасов 80 çулти Лидия Федосеева-Шукшина актрисăпа çемье çавăрнă… Çакă веçех Йытă çулĕнче! Кăçалхи çулталăк Чăваш Енри паллă çынсемшĕн мĕнпе асра юлчĕ-ши? Савăнăçне е йывăрлăхне ытларах «парнелерĕ»? Хĕвел тухăç гороскопĕпе килĕшÿллĕн часах поста йышăнма хатĕрленекен Сысна киличчен пĕтĕмлетÿсем тăвар-ха.

Текех пĕччен мар

Тĕл пулаççĕ, юратаççĕ, çемье çавăраççĕ… Астрологсем çулталăк пуçламăшĕнче акă мĕн каланă: 2018 çул туйсемпе пуян пулĕ, çĕнĕ çемьесем чăмăртанĕç. Пирĕн республикăра та пĕр-пĕрне савса пĕрлешекен сахал мар пулнă. Вĕсен йышĕнче – халăх юратăвне çĕнсе илнĕ юрăçсем, артистсем.
«Асамат» ушкăн юрăçи Алина Егорова шăпах Йытă çулĕнче хушаматне улăштарчĕ. Халĕ вăл — Корнилова. Чи интересли — пулас мăшăрĕ ăна пуш уйăхĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменте /унта 7 пин çын таран пуçтарăнаять/ пухăннă халăх умĕнче качча тухма ыйтнă. Çамрăксене Егор Крид юрăç /керменте шăпах унăн концерчĕ пулнă/ хăй саламланă. Çурла уйăхĕнче кĕрленĕ Алинăпа Ростиславăн туйне чăваш артисчĕсем чылаййăн пухăннă.
Алла ылтăн çĕрĕ тăхăннă тепĕр чиперкке — «Янташ» ушкăн солистки пулнă Ольга Терентьева. Пикен пурнăçĕ Йытă çулĕнче тĕпрен улшăннă тесен те йăнăш мар. Качча тухнă, Шупашкартан Мускава пурăнма куçнă, профессие улăштарнă… К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Анна Кудряшова вара чÿк уйăхĕнче çемье çавăрнă. Паспортра вăл текех Кудряшова мар, Цветкова. Çамрăксен театрĕн артисткин Ирина Архиповăн та кăçал савăнăç пулнă — хĕрне качча панă.
Туйсем пирки сăмах хускатрăм та… Чăваш халăхне ир-ирех вăратакан Мария Самделова радиоертÿçĕ пирки каламасăр хăвараймăн. Тинех-тинех! Унăн чĕри те пушă мар. Йытă çулĕ Машăшăн ăнăçлă иртнĕ. Вăл хăй тахçантанпа юратса пурăнакан савнийĕпе çÿреме тытăннă. Иккĕшĕ пĕрле ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕкĕсене тăтăшах соцсетьре вырнаçтарать Маша. Килĕшÿллĕ мăшăр, нимĕн те калаймăн. Тен, Сысна çулĕнче вĕсем хăйсен туйăмĕсене пичет çапсах çирĕплетĕç?

Ĕçре те — çитĕнÿ

Кăçал пур зодиак палли те карьера картлашкипе хăпарĕ. Çапларах каланă çăлтăрсем. Анчах кирек мĕнле çитĕнĕве те вăй хумасăр, тар тăкмасăр тивĕçеймĕн вĕт. Йытă çулĕнче ĕçре тунă çитĕнÿсем пирки калаçар-ха. Чăваш халăх артистки Августа Уляндина «Наследие» Издательство çурчĕ паракан «Республика пуянлăхĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Унпа чăваш халăхĕн историйĕнче йĕр хăварнă, республикăна çÿллĕ шая çĕкленĕ çынсене чыслаççĕ. Ăна республика кунĕ умĕн чи паллă çынсене — спортсменсене, ăсчахсене, бизнесменсене, политиксене, искусство çыннисене — параççĕ.
Çулленех республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата кÿршĕ регионсенче пурăнакан çĕр-çĕр чăваша пухакан, Шупашкарти культура керменĕсенче çеç 2-3 хут концерт лартакан Алексей Московскин те Йытă çулĕ ăнăçлă пулнă! Сцена çинче чылай çул юрлакан Елчĕк районĕн арĕ кăçал Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăнă. Çакна вăл Чăваш наци конгресĕн культура комитетĕнчи ĕçсемшĕн тивĕçнĕ. Çавăн пек хисеплĕ ята Фарида юрăç та тивĕçрĕ. Ăна Шупашкарта иртнĕ XVIII федераци Сабантуйĕнче чысларĕç.
«Мираж» Раççей ушкăнĕн юрăçисем валли чылай юрă çырнă Светлана Печниковăшăн та Йытă çулĕ асра юлĕ. Кăçал вăл сцена çине тухнăранпа 20 çул çитнине уявланă. Пултарулăх каçне пуçтарăннă куракансем Светлана Печниковăн юррисене шăрантаракан артистсене курса савăннă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Асра юлакан самантсене Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ пухнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.