Зоопарка ăсатма иртерех

9 Çĕртме, 2014

Экономика тĕнчинчи цифрăсене тишкерме тата пĕр-пĕринпе танлаштарма хăнăхнăран-ши - Чăвашстат материалĕсемпе паллашма кăмăллатăп. Мана ут йышĕ республикăра юлашки çулсенче геометри прогрессийĕпе чакни тĕлĕнтерчĕ. Чĕлхесĕр янавара халĕ ял ачисем те пурте палламаççĕ.

Пĕррехинче Шупашкарти пĕр шкулта вĕрентекен пĕрремĕш класа çÿрекенсене лаша ÿкерме хушнă. Пурте тенĕ пекех мультфильмсенче кăтартакан чĕр чунсене сăнарланă. "Эсир çулла ялта пулман-им, лаша курман-им?" - тĕлĕннĕ педагог. Хăш-пĕр ялта çак чĕр чуна пачах усрамаççĕ пулсан ачасем ăна епле пĕлме пултарччăр?

Техника аталаниччен ĕç выльăхĕ турта хушшинчен пачах та тухман. Унпа мĕнле кăна ĕç пурнăçламан-ши? Колхозсем йĕркеличчен урхамахсене килсенче тытнă. Лаша йышĕ чакнин сăлтавĕ техника ĕмĕрĕпе çеç çыхăннă-ши? Хурав - "Зоопарка ăсатма иртерех" статьяра.

Теги: 

Новости по теме