«Звездный» лагерь — 60 çулта

29 Утă, 2019

Чи пĕрремĕш хут 1959 çулта ачасене йышăннă «Звездный» кану лагерĕ уяв паллă тунă. Пухăннă хăнасене, лагерьти 12 отряда Çĕрпÿ район пуçлăхĕпе Татьяна Барановăпа администраци пуçлăхĕ Игорь Николаев саламланă, малашне те аталанса пыма суннă. Игорь Николаев лагерь ертÿçине спортпа туризм хатĕрĕсене туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификат парнеленĕ.

«Звездный» лагерь — республикăри чи пысăк кану центрĕ кăна мар, вожатăйсене хатĕрлемелли чи лайăх шкул та. 60 çул хушшинче кунта 130 пин ача каннă, 12 пин ытла вожатăй практика витĕр тухнă. Пĕлтерĕшлĕ уяв чыславсăр иртмест. Сумлă кун ачасене вĕрентес тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре чун-чĕререн тăрăшакансем наградăллă пулнă.

Кану лагерĕнче сывлăха çирĕплетекенсем хăйсене тепĕр 10 çултан ылмаштаракансене валли çырусем хатĕрленĕ. Лагерь 70 çул тултарнă чухне канакансене валли пулĕç вĕсем. Тен, хăшĕ-пĕри кунта вожатăй пулса таврăнĕ. Кун пирки 10 çултан пĕлме май пур.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Комментари хушас