Никольский Н.В.

ТЕРТЛĔ ТЕ МУХТАВЛĂ ĔМĔРĔ

Çулталăк çурă тухса тăнă хаçат тĕрлĕ çĕрте пурăнакан йăхташăмăрсен пурнăçĕнче мĕн таран тарăн йĕр хăварнине çак çыру та çирĕплетет: «Пире вĕрентекенсем! Сиртен чăвашла «Хыпар» çинчен ыйтса пĕлес килет. Халь тухать-и е тухмасть-и вăл? Тухать пулсан эпĕ илес тетĕп. Ака уйăхĕн пирвайхи числинче эпĕ укçа ярăп. Малтан пĕр номер ярса парăр, вара укçине яратăп. Ан пăрахăрах чăваш ачине. Тăхăр уйăхлăха миçе тенкĕ тÿлемелле, çавна лайăх çырса ярăр.
Эпĕ пĕлместĕп-ха «Хыпар» ăçта тухнине. Ярăрах. Питĕ кĕтсе тăратăп.
Ман адрес: Приморье облаçĕ, Хабаровск хули, 2-мĕш Хĕвел тухăç Çĕпĕр артиллери полкĕ, 5-мĕш дивизион, Степан Евстафьевич Волков.
Хам Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесĕн Тĕмĕр вулăсĕнчи Чутей ялĕнчен. Эп ĕлĕк Сирĕн урлă кĕнеке илнĕччĕ. Çавăнпа Сирĕн çине шанса яратăп. Тархасшăн, хирĕç ан пулăр. Чăвашла хаçат ярăрах.
Эпĕ Сире чиксе ярап пĕр открытка. Ярсан ямасан та, çак хутпала çырса ярăр. Кунта чăвашсем пур. Эпĕ вĕсене каласа кăтартăп. Чĕмпĕр, Самар, Хусан кĕпĕрнисенчен, мĕнпурĕ пĕр 150 çынна çитет пуль. С.Волков. 1910 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕ»65.
ИККĔМĔШ «ХЫПАР»
«1917 çул çитрĕ, - аса илет Никольский. - Вулакансем хистесех «Хыпара» тепĕр хут кăларма ыйтаççĕ. Хаçат каллех тухма пуçларĕ, хальхинче - эпир малтан хамăр пĕлтермесĕр, влаçсенчен ыйтмасăр тата нимĕнле цензурăсăр тухрĕ.
1906 çулхи пекех - «Хыпарпа» пĕр вăхăтрах политика, социаллă пурнăç, экономика, наука ыйтăвĕсемпе брошюрăсем, кĕнекесем, листовкăсем тухма тытăнчĕç. Хаçата халĕ нимĕнле влаç та чăрмантараймасть, ăна никам та арестлеймест, мĕн çырмаллине те хушаймасть»66.
Чăвашсем тăван чĕлхепе хаçат кăлармашкăн тытăнма мĕншĕн шăпах Николай Никольскирен тилмĕрсе ыйтнинчен тĕлĕнмĕпĕр. Çак вăхăтра Николай Васильевич - Хусан университечĕн приват-доценчĕ. 1916 çултанпа истори наукисен докторĕ*, чăваш халăхĕпе Атăл-Урал хутлăхĕнчи ытти халăхсен историне, этнографине, фольклорне, ытти ăслайсене тĕпчесе ырă ят илнĕскер.
Николай Васильевич пуçарнипе Хусанта Атăлçи вак халăхсен /«Хыпарта» «вак-тĕвек халăхсем» тени те тĕл пулать/ обществине /АВХО/ туса хураççĕ, правлени пуçне те ăнах лартаççĕ.
АВХОн I съездне /1917 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ/ 150 чăваш, 43 мари, крешен /Христос тĕнне кĕнĕ/ 26 тутар, 7 удмурт, 2 мăкшă, пĕрер калмăк, пушкăрт, латыш, эстон, финн, якут хутшăннă. Обществăн тĕллевĕсемпе задачисем çав тери пархатарлă: халăхсен историне, этнографине тĕпчесси, вырăсларан ытти чĕлхесене усăллă тĕрлĕ кĕнеке куçарасси, хаçатсемпе журналсем кăларасси.
«Мартăн 23-мĕшĕнчех Хусанти студентсем хушшинчи националистсем пĕрлешсе «Волжско-Камская Речь» /кадетсен хаçачĕ/ урлă деклараци çапса кăларнă. <...> Ун хыççăн тепĕр эрнерен «Атăл çинчи вак халăхсен ушкăнĕ» чăвашсене, марисене, мордвасене, удмуртсене, калмăксене, коми-пермяксене, мишерсене тата ытти халăхсене те чĕнсе çав хаçат урлах хут çаптарать: халĕ халăх шанса тăракан правительство ĕçе тытăнчĕ ĕнтĕ, пирĕн те ĕçе пикенмелле, кĕнеке-хаçатсем кăларма тытăнмалла, ăна тума укçа кирлĕ, ушкăна валли укçа ярăр», - тесе çырать.
Мартăн 23-мĕшĕнче Ĕпхÿри чăваш националисчĕсем Г.Комиссаров тавра пуçтарăнса «Чăвашсен наци ушкăнне» йĕркеленĕ. Çав хушăрах Чĕмпĕрти националистсем те пĕрлешме тытăннă. Чăваш эсерĕсем май уйăх пуçламăшĕнче «хура халăх хаçатне» «Хыпара» кăларма тытăннă /унăн аслă редакторĕ А.Милли пулнă/. Унтан Хусанта майăн 15-мĕшĕнчен пуçласа пĕр эрне хушши Атăл çинчи вак халăхсен I съезчĕ пулса иртет. Çавна май «Чăвашсен националла ушкăнĕ» пуçланса кайнă. Çав съездра чăваш националисчĕсем канаш туса хăварнă тăрăх, июнĕн 20-28 кунĕсенче Чĕмпĕр хулинче «Пĕтĕм чăвашсен националла съезчĕ» пулса иртет. Унтан «Чăвашсен националлă ушкăнĕ» организациленсе çитет.
Август уйăх пуçламăшĕнче вак халăхсен II съезчĕ пуçтарăннă* сентябрĕн 28-29-мĕшĕсенче Хусанта каллех «Чăвашсен националлă съезчĕ» пулнă.
Чăвашсем хушшинче национализмла юхăма сарас тĕлĕшпе пуринчен ытла çав «националлă» ушкăнсемпе съездсем тата кунтан-кун «Хыпар» хаçат тăрăшнă»67.
Куратпăр: Чăваш Енри тĕп идеологшăн чăваш пĕрлĕхĕсем пурте - националистсен аллинче, ара, хайхискерсем Совет влаçне йышăнман, Вăхăтлăх правительство майлă пулнă-çке. Нивушлĕ çак статьяра чăваша мухтаса çĕкленине, ытти халăхсене курайманнине тупайăпăр/ Тимлĕн вулар-ха:
«...Тĕрлĕ вак-тĕвек халăхсем - чăвашсем, çармăссем, мăкшăсем, вотяксем, зырянсем тата ыттисем те малтан хăйсен хушшинче пĕр-пĕринпе пĕрлешме кирлĕ, пĕр канашра, пĕр сăмахра кирлĕ, унтан вара çав тĕрлĕ вак-тĕвек халăхсем пурте пĕрле пулса, пĕр тăван пек пулса, пит аслă, вăйлă, тĕреклĕ çемье пек пултăр.
Тăвансем! Эпир пурсăмăр та хамăра хамăр тинкерсе пăхар халĕ, пирĕн хушăмăрта пĕр майлă япала пит нумай - чĕлхе те, асаттесенчен юлнă сăмахсем те, ĕлĕк-авалтанпа ку куна çитичченех пулнă япаласем те, ĕçсем те, пирĕн халăх авал епле пурăнни те, мĕнле кăмăлпа пурăнни те, тумланса пурăннă тумтирсем таранчченех - пурте пĕр тĕрлĕ.
Пăхăр халь тата - пирĕн пурăнан пурăнăçра мĕн кирли те пĕр тĕрлех, вĕсем пĕр манирлĕ анчах та мар, пурте шăп пĕрех, апла та мар халĕ, вĕсене уйăрма та юрамасть, мĕншĕн тесен чăваша мĕн кирли çармăса та, вотяка та, зыряна та, ыттисене те пурне те кирлĕ.
Пурнăç пĕр такăнмасăр тикĕс иртмест - пурăнăç вăл çапăçнипе пĕрех.
Пурăнăçра пĕр халăха пÿлнĕ такăнăçах тепĕр халăхăн çулне те пÿлет. Паян пĕр тăвана пулнă хуйхă ыранах ыттисене те хуса çитет. Эпир ĕлĕкхи пек пĕр-пĕринчен уйăрăлса харпăр хăй тĕллĕн пурăнсан ĕçе туса çитерейĕпĕр-и вара/
Çук. Пыра киле эпир юлашкинчен пĕтĕмпех саланса пĕтĕпĕр те, вара Истори кĕнекинче пирĕн пĕр ят анчах юлĕ, эпир çĕр çинчен çухалса кайăпăр та, вара историе вĕренекенсемшĕн тата ĕлĕк авалхи япаласене пĕлесшĕн пурăнакан çынсемшĕн тĕлĕнмелле япаласем анчах пулса юлăпăр.
Вăл апла пулмĕ тесе эпир халех хыттăн калас пулать, пирĕн пурăнма ирĕк пур - çавăнпа эпир пурăнмалла.
Чăвашсем, çармăссем, мăкшăсем, ирçесем, вотяксем, зырянсем, ыттисем те, пĕрлешĕр, тăвансем!
Пурăнăç валли вăй кирлĕ. Хăшĕ вăйлăрах - пĕр миллион çынлă пĕр тĕрлĕ халăх-и е вунă тĕрлĕ халăхран хутшăнса пулнă вунă миллион çын-и/
...Патшалăха йĕркене кÿртмелле пухăва /Учредительное собрание/ çын яма пит пĕлсе суйлама кирлĕ, кĕпĕрнери, уесри, вулăсри земствăсене çын яма та пит пĕлсе суйлама кирлĕ, халăха вĕрентесси тĕлĕнчен те тĕрлĕ ĕçсене пит пĕлсе майлама кирлĕ - пĕр тупнă ирĕке тĕреклĕлентерме ĕлкĕрес тесе пирĕн алла-аллăн тытса, урасене харăс пусса çак каланисене пурне те часрах тума кирлĕ.
Пирĕн çул кунтан малашне мĕнпур вак халăхсемпе хутшăнса çутта хирĕç, ирĕке хирĕç каймалла.
Эпир хутшăнса ĕçленĕ ĕç хамăрăн нумай асап куракан патшалăха та, аслă тăвана - вырăс халăхне те чăн кирлĕ пулăшу пулĕ.
Ирĕке тухнă Российăн вак-тĕвек халăхĕсем сыв тăччăр!
Учительсем /вĕрентекенсем/, священниксем, мĕнпур вĕреннĕ çынсем, пĕлекен çынсем, арçынни-хĕрарăмĕ-мĕнĕпе тĕрлĕ вак-тĕвек халăхсене пĕрлештерес таса ĕçе тума пурсăр та пулăшăр, тăвансем! Вак-тĕвек халăхсем пурте пĕрле хутшăнасси çинчен эсир ялсенче те каласа ăнлантарăр* тĕрлĕ ĕç çинчен пĕлеймесĕр аптăраса тăраканни пулсан, эсир вĕсене епле тумаллине вĕрентĕр, ăнлантарса парăр. Пĕрлехи ĕçе тума пулăшма пурне те чĕнĕр, пĕрне те ан хăварăр. Сирĕн çак таса ĕçĕр çинчен ÿлĕмрен Историре калĕç.
Çак хут çумне пĕрле хутшăннă вак-тĕвек халăхсенĕн уставĕ хушăнать.
Усов»68.
Большевизм-коммунизм идеологийĕн сĕрĕмĕнчен уçăлса тасалнă паянхи чăваш кунта чăн-чăн интернационалист-патриотсене курать. Патшалăхра йĕрке тăвас, кашни халăхăн ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе алла-аллăн тытăнса ĕçлеме чĕнет АВХО. Чăннипех çапла пулса пынă та.
АВХО йĕркеленине пĕлсен Никольский ячĕпе çĕр-çĕр çыру килнĕ, çав шутра чăваш хаçатне çĕнĕрен чĕртес ыйтупа та. «Чăваш чĕлхипе хаçат кăларма пулĕ-ши/ Халĕ ăна ыйтакансем пит нумай», - çырать Пĕкĕлмерен А.Иванов священник /1917 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕ/. «Халĕ хамăр хаçатпа букварьсем пирки шухăшлас пулать пулĕ», - ку П.В.Пазухин прапорщик çырăвĕнчен /109-мĕш Волжск пехота полкĕ/. Чĕмпĕртен Ф.Б.Исланкин* /1917 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕ/: «Патшалăхра çĕнĕ йĕркепе халăхри йĕркелĕх çирĕплентĕр тесен, ман шутпа, ним тăхтамасăр чăвашсен ăс-тăнĕпе тĕнчекурăмне улăштарасси çине çаврăнса пăхмалла. Эсир те çавнашкал шухăшлатăр пулĕ. Апла пулсан, ĕлĕкрех эпир тунă пек, чăваш хаçачĕ кăларма тапратмалла. Эпир, Чĕмпĕрти чăваш интеллигенцийĕн йышĕнчи çынсем, сире хаçат кăларас ĕçе хăвăр çине илме сĕнетпĕр. Çакна валли хам енчен тавăрса памалла мар 500 тенкĕ сĕнетĕп»69.
Кĕçех обществăн Чăваш секцийĕ вун-вун çĕре, çав шутра «Чебоксарская правда» хаçата, çĕнĕрен тухма тытăнакан «Хыпара» укçа-тенкĕпе пулăшма ыйтса çыру ярать.
Укçа-тенкĕпе пулăшнисен списокĕнче - чăваш купсисем С.А.Игнатьев /200 т./, П.Т.Селиванов /50 т./, Е.С.Байталов /50 т./, П.Д.Селиванов /25 т./, Шупашкар вырăсĕ Ф.М.Дряблев /50 т./. Шупашкар уесĕн комиссарĕ Т.П.Прохоров* земство пухăвĕнче - 356 т. те 28 п., Ф.Б.Исланкин Чĕмпĕрте 300 т. пухнă.
«Пĕтĕм чăваш халăхĕн тĕп хыснине тăвасси» чĕнÿрен: «1917 çулта, раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш халăхĕн Аслă ушкăнĕсенчен янă çынсем пĕрлешсе пуçтарăннă Пухура халех Пĕтĕм чăваш халăхĕн тĕп хыснине тума тытăнмалла терĕç. Çак шухăша пурте пĕр сăмахран йышăнчĕç. Çак шухăшах раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Хусан округĕнчи чăваш салтак пухăвĕ те пĕр çăвартан йышăнчĕ.
<...> Тĕп хысна акă мĕнле укçасенчен пулать: а/ Пĕтĕм чăваш халăх ушкăнĕн членĕсем тÿлесе тăракан член укçисенчен* б/ халăх ĕçне туса тăракан вырăнти ушкăнсем /ял ушкăнĕсем, вулăспа уес тата кĕпĕрне земствисем/ кÿмертĕн панă /ассигновать тунă/ укçасенчен тата пĕр тĕрлĕ ĕçпе пурăнакан /профессиональный/, халăха вĕрентсе çутăлтаракан - чухăн пурнăçа хăпартакан /культурно-просветительные и экономические/ союзсем, ушкăнсем панă укçасенчен, т.ур.те, унтан в/ кашни çын хăй кăмăлĕнчен панă укçасенчен.
<...> Чăваш наци пĕрлешĕвĕн правленийĕ взноссемпе пулăшусем пирки пĕрлешÿсен, çынсен ячĕсемпе хушамачĕсене «Хыпар» хаçатра пичетлесе пĕлтерсе тăрĕ.
Укçа куçаракан пĕрлешÿсемпе пĕрлĕхсем, уйрăм çынсем укçапа мĕнле усă курмаллине пайăррăн кăтартма пултараççĕ /хаçатсемпе кĕнекесем кăларма, яла агитаторсем яма, вĕренекенсем валли пулăшу курсĕсем уçма тата ытти тĕллевсем валли/.
Хусан округĕнчи Чăваш Салтак Пухăвĕн пуçлăхĕ Алюнов.
Чăваш Халăх Ушкăнĕн Правленийĕ.
Хусанти Чăваш Салтаксен Ушкăнĕ.
Чăваш социалист-революционерсен Комитечĕ.
«Хыпар» редакцийĕн Канашĕ.
Хусанта вĕренекен чăвашсен ушкăнĕ»70.
Эрнере икĕ хут тухса тăма, паллах, çăмăл пулман, анчах вулакансем - хресченсем, учительсем, пупсем, çар çыннисем, купсасем т.ыт.те - хăйĕн хаçатне май пур таран пулăшма тăрăшнă*.
Куратпăр ĕнтĕ, Тĕп хысна большевиксем усă курнă экспроприаци71 мелĕпе мар, авалхи ниме йăлипе йĕркеленнĕ.
1917-1918 çулсенчи «Хыпара» демократиллĕ хаçат теме май пур, мĕншĕн тесен унта тĕрлĕ шухăшлăх пулнă, вăл халăх укçипе пичетленнĕ.
Хаçата земствăсем уйрăмах вăйлă пулăшнă: Çĕрпÿ уес управи - 1500 т., Шупашкар уес управи - 3356 т., Пелепей уес управи - 300 т., Хусан кĕпĕрне управи - 5000 т., Пĕкĕлме уес управи 100 т. уйăрнă. Хальхи пек каласан, кунта Никольский хăйĕн служба вырăнĕпе усă курнах: 1917 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа вăл Хусан кĕпĕрне земство управин председателĕнче ĕçлеме пуçланă-çке! Тепĕр тесен, çак вăхăтрах ытти халăхсен хаçачĕсем те кĕпĕрне земствин укçипе тухнă.
Çĕнĕрен тухакан «Хыпарăн» редакци комиссине йĕркелеççĕ. Унта Хусан университечĕн студенчĕ Андрей Васильевич Васильев, Хусанти тĕн семинарийĕн юлашки курсĕн вĕренекенĕ Алексей Прокопьевич Прокопьев /Милли/, Николай Петрович Петров /Ширновой/ учитель кĕнĕ. Никольский редакцие ĕçлеме малтан учительница пулнă, çав вăхăтра Хусанта бухгалтерта ĕçленĕ Агафья Гавриловна Гавриловăна72 чĕнсе илет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.