Архив - 21 Апр, 2016

21 Апр, 2016

Пире те парăр-ха роль...

-Асанне, асанне, хама канăç паманни пирки пĕлтерем-ха. Ир те, каç та шухăшлаттарать вăл. Кала-ха, тархасшăн, мĕншĕн юратнă Хĕвел сăнарне ытти ача та калăплать? Эсĕ ăна мана шанса панă-çке.

21 Апр, 2016

«Çынпа хутшăннă май Саша усалланмарĕ»

Шупашкарта пурăнакан çемьен пурнăçĕ 3-ри ывăлне Сашăна "аутизм" диагноз лартнă хыççăн пĕр самантра тĕпрен улшăннă. Çавăнтанпа амăшĕ Татьяна Сапожникова тĕпренчĕкне йĕркеллĕ пурнăçа хăнăхтарассишĕн кĕрешет.

21 Апр, 2016

Ăнăçу сана, хаçатăм!

Еплерех хăвăрт иртет вăхăт. Сисмерĕмĕр те «Хресчен сасси» çирĕм пилĕк çул тултарчĕ. Хăв çуратнă ачаран хакли нимĕн те çук. Ял ĕçченĕн хаçатне кăларма тытăннă самантсем нихăçан асран тухмĕç.

21 Апр, 2016

Парашютпа сикме

Ку шкулта спортпа туслă ача чылай. Вĕсенчен пĕри - саккăрмĕш класри Диана Табакова. Яваплăскере шкулти хĕрсен волейбол ушкăнĕн капитанĕ пулма шаннă. Ку тивĕçе вăл ăнăçлăн пурнăçласа пырать.

21 Апр, 2016

Нарт-нарт кăвакал

Пекин кăвакалĕ чĕп кăларма ларассишĕн пит çунмасть. "Инстинкт" тени унăн вăйсăр аталаннă. Мускус тата вырăнти ăратсăррисен вара - питĕ лайăх. Чĕпĕ пусса кăларма хатĕрленекен кăвакал йăвара яланхинчен вăрахрах тытăнса тăрать, йышпа çÿресшĕн мар, хăйĕн çинчи мамăка туртса кăларать те йăва тĕпне сарать. Ытахальтен хăтланмасть-ши тетĕр-и? Тĕрĕслемешкĕн 3-4 кун ун айне суя çăмарта хурăр. Енчен те йăваран уйрăлмасан пусма ларма çирĕп шухăш тытнă. Каçхине чăн çăмарта хурса савăнтарăр. Вĕсем ытла вараланчăк пулмалла мар.

21 Апр, 2016

Арпус ÿстерсе пăхар-и?

Кашни пахчаçă кăштах экспериментçă та иккенне пурте пĕлетпĕр. Кам тĕрлĕрен пахчаçимĕç, кăмăла кайнă çĕнĕ чечек акса-лартса пăхман? Туяннă арпус, дыня вăррине те чылайăшĕ акса пăхнах пулĕ.

Страницы