Архив - Июн 2016

июня 30th

30 Июн, 2016

Студентсен центрĕсене аталанма пулăшĕç

Утă уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсен аталану центрĕсен ертÿçисем валли вĕренÿ семинарĕ иртĕ. «Студентсен лидерĕсене вĕрентмелли çирĕплетмен меслетсене хатĕрлени тата пĕрлештерни» ятлăскере аслă вĕренÿ заведенийĕ РФ Вĕренÿ министерстви тата «Раççей çамрăкĕсен союзĕ» тулли мар яваплă общество пулăшнипе йĕркеленĕ, ЧПУ студенчĕсен пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлне аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн пуçарнă.

30 Июн, 2016

Уяв чăвашлăхпа сывларĕ

Элĕксемшĕн кăçалхи çул чылайлăха асра юлĕ. Республика кунне уявламашкăн вĕсем тахçанах хатĕрленме тытăннă. Элĕксем истори еткерлĕхне упрама тăрăшаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку туристсене яла илĕртмелли мелсенчен пĕри пулнине палăртнă.

30 Июн, 2016

Ыттисем ютшăнни хăйне шанма хистенĕ

Юлия Данилова «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ вырнаçнă Пичет çуртне çитсен шăнкăравларĕ. 6-мĕш хута лифтпа е картлашкапа хăпарма май пуррине каларăм. Вăл вĕсене курманнине пĕлтерчĕ те, тепĕр хутчен ăнлантарма пикентĕм. Пике ун патне анмашкăн, пулăшмашкăн ыйтрĕ.

30 Июн, 2016

«Элек саракансемех пулăшу ыйтма килеççĕ»

Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Владимир Корнилов пĕр ирхине, нумаях пулмасть кăна пăруланă ĕнине вĕренлеме кайсан, чутах инкеке лекмен: ăна 600 килограма яхăн таякан икĕ вăкăр тапăннă. Сăнчăрта тăнăскерсем шалчине кăларса вĕçерĕнсе тарнă та ĕне çавăтса утакан арçын хыççăн чупнă. Тем пысăкăшскерсем хăваласа çитсен ним те мар тĕкме, таптама пултараççĕ вĕт. Çав самантра урампа иртсе пынă ветеринар пулăшман тăк Корниловран мĕн юлĕччĕ-ши? Кил хуçи хапхаран киле кĕрсе кайсан та вăкăрсем лăпланман, вĕсем пÿрт умĕнче ларакан машинăна тапăннă.

30 Июн, 2016

Кахал арçынна тĕпчев институтне ярасшăн

 

Мăн Сĕнтĕрсем Иван Степанова наукăпа тĕпчев институтне ярасшăн. Газ чарнă, çутă пралукне татса кайнă, ниçта та ĕçлемест, пахчинче нимĕн те лартса ÿстермест, çимелĕх укçи çук, анчах «çуттине» тупса ĕçет. Мĕнле пурăнать вăл кун пек условисенче? Ял халăхĕ ку ыйту тавра тем чухлĕ пуç ватсан та 52-ри хусахран тĕлĕнсе пĕтереймест. Сăмсине таçта та чикме юратакан журналистсене вара ку пушшех те кăсăклантарать. Килтех-ши вăл? «Ăçта кайтăр ĕнтĕ? Кунĕпех утать. Урама тухсан куратăрах. Анчах килĕ умĕнче ларатчĕ», — ăнлантарчĕç пире ял çыннисем.

30 Июн, 2016

Кĕленчерен мунча туса çемйине савăнтарнă

550 ещĕк е 11 пин кĕленче. Çавăн чухлĕ кирлĕ пулнă Етĕрне районĕнчи Талуйра пурăнакан Александр Ильина мунча хăпартмашкăн. Стенасене мозаика пек илемлетсе купаланăран кермен евĕр курăнать вăл.

30 Июн, 2016

Ача кĕтнĕ чухне тарăхтарма хушман

Çурăлса каясла пысăк хырăмлă Наташа ирсерен икĕ витрепе сĕт йăтса утнă. Йĕкĕреш çуратма хатĕрленекен хĕрарăмăн ĕçченлĕхĕпе çирĕплĕхĕнчен ял çыннисем тĕлĕннĕ. Ара, хальхи çамрăк арăмсем ача кĕтнĕ чухне чейник те йăтмаççĕ, кантăк евĕр ванаççĕ тейĕн, асăрханса çÿреççĕ. Картиш-вите тулли выльăх-чĕрлĕх усраканăн хырăм каçăртса выртма, йăвашланма май çук çав.

30 Июн, 2016

Каспи шывĕпе çăвăнакан хĕвеллĕ Бакура...

Çулçÿрев çав тери ансат ăслăлăх, вăл хамăрăн çак тĕнчери пĕлтерĕше, эпир çĕр çине мĕншĕн килнине ăнланса илме пулăшать. Тахçан Совет Союзĕн йышĕнче пулнă, çĕнĕ саманара çитĕнекен ăрушăн питех те аякра пек туйăнма пуçланă Азербайджан Республикине нумаях пулмасть иккĕмĕш хут çитсе килтĕм. Каспи тинĕсĕн ачаш хумĕпе, Баку çийĕн вĕрекен ăшă çилпе килентĕм. Вĕсемпе кăна та мар, Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен пĕрлĕхĕ ирттернĕ конференцире пулнă май ют тăрăхра курни-илтни пирки тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартам-ха.

30 Июн, 2016

«Тантăш» 25 (4490) №, 30.06.2016

Страницы