Архив - Авг 2016

Август 25th

25 Авг, 2016

Энзим килте хатĕрлетпĕр

Хаçатăн 30-мĕш номрĕнче порошокри энзим пирки çырнăччĕ. Ÿсен-тăрана ÿсме пулăшакан энзим хатĕрленине те илтнĕччĕ. Энзима килте мĕнле хатĕрлесси тата вăл мĕн тума кирли пирки çырса кăтартаймăр-ши?

Сергей МАТВЕЕВ.

Йĕпреç районĕ.

Энзим — чĕрĕ организмри веществосен ылмашăвне йĕркелеме кирлĕ фермент. Çак ферментсем çут çанталăкра тĕрлĕ енлĕ ĕçлеççĕ, вĕсене пула чĕрĕ тĕнчере пĕр чарăнми хими реакцийĕ парать.

25 Авг, 2016

Тĕрĕс валашка кирлĕ

Сысна кирек мĕнле апата та тиркемест. Ешĕл çимĕçе çăнăхпа пăтратса парсассăн та хапăлласах чаплаттарать вăл. Анчах валашкана тĕрĕс мар хатĕрленĕ пулсан апат нумай юрăхсăра тухать: тăкăнать, вараланать. Çитменнине сысна валашкана урисемпе кĕрсе тăрса çăрать, каяшлама та пултарать. Вараланчăк апат вара — инфекци çăлкуçĕ. Апат нумайрах пĕтет. Çавăнпа валашкана тĕрĕс хатĕрлемелле.

25 Авг, 2016

Богомол — кунта та пур

Хулари паркра çутă симĕс тĕслĕ, тăсланкă шăрчăк евĕр кăпшанкăна темиçе те асăрхарăм. Шкул ачисем ăна богомол терĕç. Халиччен пирĕн тăрăхра çак кăпшанкăна асăрхаман. Тĕплĕнрех ун çинчен пĕлес килет.

Виктория УТКИНА

Çĕрпÿ хули.

Кăçал ăшă çанталăк вăрах тăрать. Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕччен шăрăх çанталăк тăнине астумастăп та. Помидор-хăяр та ăшă çанталăка кура кăмпа чирĕсемпе питех аптăрамарĕ. Пахчаçимĕç аван пулни савăнтарать.

25 Авг, 2016

Дайкон

Дайкон — яппун пахчаçимĕçĕ — пирĕн патри пасар, лавкка сентрисем çинче тахçанах — 10 çул ытла — вырăн тупрĕ пулин те ăна пахчара акса ÿстерекенсене сахалрах тĕл пулатăп. Çуркунне редис акатпăр, каярахпа — çарăк, йÿç кăшман. Вĕсем — дайкон «тăванĕсем». Дайкона вара хамăр пахчасене кĕртме тăхтаса тăратпăр.

Яппунсем çак культурăна тухăçлăхне, усăллăхне кура тĕп культурăсен йышне кĕртнĕ. Кашни яппунăн сĕтелĕ çинче кулленех астивме пулать ăна.

25 Авг, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 33 (6126) №. 25.08.2016

25 Авг, 2016

Хăй пĕçернĕ пылака çимен

«Чăн-чăн ăста хатĕрленĕ манна пăтти те пысăк кухня апачĕ шутланать», — тенĕ пĕр çын. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ тутлă пĕçерме пултарать. Анчах профессионал шайне çитекен сахал. Чăн-чăн ăстасем пĕр çимĕçрен вун-вун апат хатĕрлеме пултараççĕ.

25 Авг, 2016

«Педагогсене купипех хут çыртармалла мар» Ку ыйтăва татса парса вĕсен ĕçне çăмăллатасшăн

Чăваш Енре РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, политолог, истори наукисен докторĕ Вячеслав Никонов ĕçлĕ çулçÿревпе пулчĕ. Çурлан 23-мĕшĕнче вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче преподавательсемпе профессорсен ушкăнĕпе, студентсемпе, Канашри тата Шупашкарти педагогика колледжĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Педагогикăри çивĕч ыйтусемпе малашлăхĕ пирки «çавра сĕтелре» калаçрĕç.

25 Авг, 2016

Сĕт суса илессипе малта

Иртнĕ эрнере ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче пулнă, ĕççи мĕнле пынипе тата ку тăрăхри Ленин ячĕллĕ хуçалăх ĕçĕпе паллашнă. Район активĕпе ирттернĕ канашлура тĕрлĕ ыйту хускатнă. Кунта аш-какай туса илесси 1,5 хут ÿснĕ.

25 Авг, 2016

«Кастрюльти яшкана та тĕрĕслерĕç»

Çурлан 17-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче пĕр хуçалăхра 4 уйăхри сысна çури вилнĕ. Вырăна ветеринарсем тÿрех çитнĕ, лабораторие илсе каймашкăн выльăхăн юнĕпе ашне илнĕ. Сысна Африка мурĕпе чирлине Владимир облаçĕнчи Покров хулинче ирттернĕ тĕпчев çирĕплетнĕ. Çак чрезвычайлă лару-тăру тавра калаçмашкăн Шупашкарта çеç мар, республикăн тĕрлĕ районĕнче те тĕлпулусем йĕркеленĕ. Напольное салинче — карантин, яла кĕрекен-тухакан кашни автомашинăна тĕрĕслеме тытăннă.

25 Авг, 2016

«Эпĕ - дезертир мар, госпитальтен тармăп»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕ çĕнтернинче Сергей Пихтеров ветеранăн та пысăк тÿпе пур. Вăл вăрçă нуши-асапне вут-çулăм витĕр тухса астивнĕ, мĕн тери хăрушшине хăй курнă. Сергей Иванович Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкасси ялĕнче çуралса çитĕннĕ. Хресчен çемйинче кун çути курнăскере, пĕчĕклех ашшĕсĕр юлнăскере амăшĕ пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Çемьери пилĕк ачаран тăваттăмĕшĕ пулнăскер Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри шкула сукмак хывнă. Тăрăшса вĕреннĕ Çеруша вăтам пĕлÿ илсен Вăрнар районĕнчи пĕр шкула направленипе ĕçлеме янă.

Страницы