Архив - 2016

январь 15th

15 Янв, 2016

Çĕрĕ янă чухнехи юрăсем

2008 çулта Раççей гуманитари наука фончĕпе Чăваш Республикин Правительстви ырланă «Тутарстан Республикин Нурлат районĕнчи чăвашсен фольклорĕ» тĕпчев проекчĕпе ирттернĕ экспедици вăхăтĕнче Лачакара кашни çул Кивĕ çĕнĕ çулта çĕрĕ яма пуçтарăнни, çĕрĕ янă чухнехи юрăсем юрлан

15 Янв, 2016

Пурнăçпа вилĕм хушшинче

Чăваш АССР сывлăх сыхлавĕн министрĕ, Раççей халăх депутачĕ пулнă Николай Григорьевич ГРИГОРЬЕВА /21.12.1933/ республикăра нумайăшĕ пĕлет. 1993 çулта РФ парламентне хуптĕрленĕ чухнехи пăтăрмахлă вăхăта кĕскен аса илме килĕшрĕ.

Влаç улшăнчĕ

15 Янв, 2016

Твардовский чĕртнĕ пултарулăх

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче вырăссен талантлă поэчĕн Александр Твардовскин "Василий Теркин" поэми чăвашла тепĕр хут пичетленсе тухрĕ. Ăна хамăрăн паллă сăвăç Геннадий Айхи 1960 çултах тăван чĕлхепе куçарса кăларнă иккен, анчах тем сăлтавпа кĕнекере куçаруçă ятне палăртман.

15 Янв, 2016

Сăпкара чухнех сăвă кирлĕ

Ача-пăча юмах итлесе ÿсет, сăвă-калав вуласа ăс-хакăл пухать, тĕрлĕ енлĕн аталанать, ырăпа усала уйăрма вĕренет. Кĕнеке пĕчĕк çын пурнăçĕнче çав тери пысăк вырăн йышăнать. Чăваш халăхĕн ача-пăча литератури çырулăх йĕркеленсенех аталанма тытăннă.

15 Янв, 2016

“Пĕрмай - малалла!” чĕнÿпе ĕçлекенскер

Ачаранпах лайăх пĕлнĕ ĕç яланах хăй патне туртать, тупăш кÿнипе пĕрлех хавхалантарать те. Акă Елчĕк районĕнчи Курнавăшри Александр Мясников çĕре тата ял хуçалăхне мĕн пĕчĕкренех юратнă: малтан аслисене пахчара пулăшнă, каярахпа 1 гектар çинче тĕрлĕ çимĕç ÿстерсе сутнă.

15 Янв, 2016

Çирĕп ыйтакан Юрий Виноградов

Юрий Михайлович Виноградов - чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пуçламăш, вăтам тата аслă шкулăн учебникĕсемпе меслет сĕнĕвĕсен тата чăваш чĕлхин орфографи словарĕн авторĕ, доцент.

 

январь 14th

14 Янв, 2016

Çемье никĕсĕ - килĕшÿре

Хускану этем организмĕшĕн питĕ кирлĕ иккенне пурте ăнланатпăр, анчах пĕлÿпе ĕçе йĕркелесси хушшинче çав тери пысăк «çул» иккен. Ял хуçалăхĕнче, кил-тĕрĕшре ĕçлекен ахаль те хусканмасăр, диван çинче выртса пурăнмасть-ха. Ку лайăх тейĕпĕр. Анчах нумай чухне ĕçшĕн тăрăшнисĕр пуçне хамăршăн питех тăрăшма ерçÿ тупаймастпăр.

14 Янв, 2016

Мĕн хурчĕ-ши?

Тислĕк купине салатнă чухне пÿрне хулăнăш сарăрах шурă, мăнтăркка хуртсем нумай тухрĕç. Çак хуртсем сар нăрă /майский жук/ хурчĕсем мар-ши? Пĕлĕшĕм сар нăрă личинки терĕ. Вĕсене епле пĕтермелле?

Павел ЗАХАРОВ.

Çĕрпÿ хули.

Страницы