Архив - 13 Янв, 2017

13 Янв, 2017

«Хыпар» 3-4 (27118-27119) №, 13.01.2017

13 Янв, 2017

Вăрманпа мĕншĕн начар усă куратпăр?

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче вăрман промышленноçне аталантарас ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта отрасле кĕрекен предприятисен, вăрман учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

13 Янв, 2017

«Халăхпа влаçа çыхăнтаракан кĕпер»

Граждан обществин институчĕсен тата бизнес аталанăвĕ, коммерципе çыхăнман организацисене социаллă тĕллевсене татса парассипе çыхăннă ĕçе явăçтарасси, норма-право акчĕсен экспертизи — шăпах çак ыйтусем тĕпре пулчĕç Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Общество палатин членĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура.

13 Янв, 2017

Çĕр ĕçченĕсем хăватсене ÿстереççĕ

Сисмерĕмĕр те — тата тепĕр çул иртсе кайрĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха вăл ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсемшĕн?

ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх çĕр ĕçченĕсем иртнĕ çул çанă тавăрса ĕçлени харама кайман: тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхра туса илнĕ продукци калăпăшĕ 47 млрд тенкĕпе танлашнă /пĕлтĕрхинчен 102,8%/. Аш-какай — 117 пин тонна /101,6%/. Сĕт сăвасси те ÿснĕ — 425 пин тонна /100,2%/. Çăмарта илесси вара кăштах чакнă — 232,7 млн штук /99,6%/.

13 Янв, 2017

Асар-писер çил-тăмана кăмăллакан Вера Матвеева

«Ялта çуралнă. Унтах ÿснĕ. Ялтах эпĕ юлнă пурăнма. Çынпа пĕрле пурне те тÿснĕ, халь тин кирлех-ши кулянма?» — çапла сăвăлласа пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан Вера Матвеева. Вера Михайловна çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ ялта хисеплĕ çынсем пулнă. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса сусăра тухнă. Пăрчăкан пек вăр-вар амăшĕ колхозра вăй хунă. Халăхпа пĕрле пай уйăрнă, çĕрулми, сухан, кăшман çумланă. Вера та ачаранах ĕç çумне çыпăçнă. Ашшĕ те инвалид пулнине пăхмасăрах ачисене сумка çĕлесе, кăçатă тĕплесе панă. Малалла вулас...

 

13 Янв, 2017

Чăвашла çырма пăрахсан чĕлхемĕр пĕлтерĕшĕ пĕтет

Кăрлачăн 13-мĕшĕ тата виççĕмĕш вырсарникунĕ — Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем. Хаçат-журнала, кĕнеке-пособие, типографин ытти продукцине кун çути паракансем, журналистсем, редакторсем вĕсене кăрлачăн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕн залĕнче паллă тăваççĕ. Професси уявĕ умĕн хаçат-журнал редакцийĕсем валли кадрсем вĕрентсе хатĕрлес ĕçе 30 çул ытла хастар хутшăнакан Анатолий Порфирьевич ДАНИЛОВ — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн журналистика кафедрин ертÿçи, ЧПУ пресс-службипе информаци пайĕн пуçлăхĕ — пичет отраслĕн хальхи вăхăтри лару-тăрăвĕпе тата пуласлăхĕпе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ. Малалла вулас...

13 Янв, 2017

Хлестаков сăнарне выляса пĕтереймерĕм

— Николайч! — терĕ Исаак Пантелеймонович Кириллов, «Пионер сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ, — /тăпри çăмăл пултăр, нумаях пулмасть çут тĕнчерен уйрăлчĕ/ — Вăрмар районне кайса кил-ха. Материалсем çав тери сахал унтан. Пĕчĕк вулакана тивĕçтерекен тĕрленчĕксем аван çырăнаççĕ санăн.

Энтриялĕнче пĕр çулсенче вĕреннĕ юлташ пуррине кура малтан унта çул тытрăм.

13 Янв, 2017

Гаврил Иванов хыпарсăр çухалнисен шутĕнче мар

«Астăвăм» кĕнекен 2-мĕш томне тишкеретĕп: 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва хÿтĕлеме Вăрмар районĕнчен 6890 çын тухса кайнă, вĕсенчен 4131-шĕ каялла килеймен. Кĕнекери хушаматсемпе ятсене пăхса тухсан мĕн асăрхатăн-ха: çурри ытла — хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Акă эпĕ кăсăкланакан çын пирки çапла çырнă: «Иванов Гаврил Иванович, 1918 çулта çуралнă.