Архив - Мая 2017

мая 26th

26 Мая, 2017

Улттăмĕш агрокласс уçăлчĕ

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ Етĕрне районĕнчи Тури Ачакри А.П.Айдак ячĕллĕ вăтам шкулта улттăмĕш агрокласс уçрĕ. Ял хуçалăх профессийĕсене хаклама тата юратма, чун-чĕре ыйтнипе суйласа илме пулăшакан проект малалла пурнăçланать.

26 Мая, 2017

Инвесторсемшĕн – лайăх, ĕçкĕçсемшĕн япăх хыпарсем

Инвесторсем валли республикăра çĕнĕ çăмăллăхсем пулĕç. Чăн та, пурин валли те мар, вĕсемпе пысăк инвесторсем — 50 миллион тенкĕрен пысăкрах инвестици хывакансем — усă курма пултарĕç. Тивĕçлĕ саккуна улшăнусем кĕртессине Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче ырларĕç.

26 Мая, 2017

Петр ЯЛУКОВ: "Кушăхман хире трактор кĕртсе çăртармарăмăр"

Патăрьел районĕнчи «Батыревский» акционерсен уçă обществи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 1000 гектар акнă, çĕр улми 300 гектар лартнă. Нумай çул çитĕнекен курăксемпе куккурус 500 гектар йышăнаççĕ.

мая 25th

25 Мая, 2017

"Тантăш ", 20 (4537) №, 25.05.2017

25 Мая, 2017

Хĕр ачасемпе паллашма пынă та… урăх экзамена лекнĕ

Евгений Григорьев шоумена палламан çын та çук пулĕ Чăвашра. Телекуравра вăй хураканскере, тĕрлĕ уяв ертÿçине час-часах сенкер экранпа курма пулать. Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçлире çуралса ÿснĕ вăл.

25 Мая, 2017

Ĕмĕте пурнăçа кĕртесси хамăртан килет

Кира Афанасьева Çĕнĕ Шупашкарти ют чĕлхепе тарăн пĕлÿ паракан 5-мĕш шкулта вĕренет. Хастар пике вĕренÿре те, шкул пурнăçĕнче те малтисен ретĕнче. Чăвашлăхпа çыхăннă ăмăртусенче те çитĕнÿсем нумай унăн. Кирăн пысăк ĕмĕчĕ — Пĕтĕм тĕнчери «Кĕмĕл сасă» фестивале хутшăнасси.

25 Мая, 2017

Каш! кашлать вăрманлăх

Аслă çул хĕррипе ретĕн-ретĕн лартнă çамрăк хырсем вăй илеççĕ кăна-ха. Çурхи кунпа вăранса çĕнĕ папка кăларнă хунавсене савăнса сăнать Олег Волков. Ÿсен-тăран вăй илни кăмăла çĕклет. «Кусем тăватă çултисем», — терĕ вăл.

25 Мая, 2017

"Хресчен сасси", 20 (2658) №, 25.05.2017

Страницы