Архив - 1 Окт, 2018

1 Окт, 2018

Çăмран картина ăсталать

Çăмран картина ăсталакан Ирина Кузьмина нумаях пулмасть вăрăм çул çÿреврен, Австрирен, таврăнчĕ. «Паян пĕрремĕш кун ĕçе тухнине ăçтан пĕлтĕр?» — тĕлĕнчĕ вăл тĕл пулу шыраса телефонпа шăнкăравласан.

1 Окт, 2018

Хыт хура ан илĕхтĕр

Çĕр… Ĕмĕртен-ĕмĕре ыйту çуратать вăл. Тавлаштарать, вăрçăнтарать, кăмăлсăрлантарать… Асатте-асанне каласа кăтартнинчен, истори кĕнекисенчен çĕр пайне несĕлĕмĕрсене килти арçын пуçне шута илсе уйăрнине пĕлетпĕр. Хĕр çине хĕр çуралакан çемьесенче эх! мĕн тери куляннă. Ара, çăкăр пурин те çиес килет-çке…

1 Окт, 2018

Кĕмĕл ÿсĕмрисене ÿркев ÿкереймĕ

Тăван çĕр... Çуралса ÿснĕ вырăнти уй-вăрман, тĕкĕр пек çуталса выртакан юхан шыв, ем-ешĕл çаран-улăх. Çырма-çатраллă Чăваш Енĕн пĕр пĕчĕк кĕтесне йышăнакан тăван ял, урам, çуралнă кил. Ача чухне пурăна-киле çаксенчен çывăххи пулмасса ĕненме те йывăр.