Архив - Мар 2018

Нарăсăн 21-мĕшĕнче пирĕн ял тăрăхĕнче пуху иртрĕ. Ишек, Кипеккасси, Хура Çырма ялĕсенче пурăнакансем культурăпа вĕрентÿ центрне пуçтарăнчĕç. Халăх нумаях марччĕ.

Çут çанталăк кÿрентермен ăна — илемлĕ те уçă сасă панă. Чăвашпа Кавказ халăхĕсен юнĕсем пĕрлешсен çеç çапла илемлĕ ачасем çуралма пултараççĕ ахăртнех. Паллашăр: пирĕн тĕпелте — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шулю ялĕнче кун çути курнă Эдуард КОМИССАРОВ.

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Кăканарта 4 уйăхри пепкен чĕри тапма чарăннă. 23-ри амăшĕ ÿсĕрле хĕрне диван çине хунă та юнашар выртнă. Çывăрса кайнăскер асăрханмасăр кĕлеткипе ачине хупланă.

1 Мар, 2018 | Молодежь | Рекорд

Çак хăйне евĕр искусствăна иленнĕ Шупашкар каччи Василий Степанов пултарулăхĕпе палăрса «Раççей рекорчĕсен кĕнекине» кĕнĕ. Вăл супăнь хăмпин «пурнăçне» тăсма май тупнă.

Страницы