Архив - 6 Июн, 2018

Çулла картиш кайăк-кĕшĕкпе тулать. Хĕлле хур-кăвакал тукмакне çиес тесен çăвĕпех тăрăшмалла. «Ĕçлемесĕр пурăнма май çук», — тет Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăшри Галина Храмова.

Валентина МАКСИМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Галина Ильина Хĕрлĕ Чутай райповĕнче вăтăр пилĕк çул ытла ĕнтĕ вăй хурать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те пĕр хăнăхнă, пĕлнĕ ĕçрен уйрăлма васкамасть-ха.

Лариса АРСЕНТЬЕВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

«Ман ĕçпе çынсем кăмăллă пулнă. Хам та профессирен киленÿ илнĕ. Ĕçе пăрахсан мĕнле йывăрччĕ мана. Пĕрле ĕçлекенсене курас, палатăна кĕрсе чирлисемпе калаçас килетчĕ. Лара-тăра пĕлместĕмччĕ, хам валли вырăн тупаймастăмччĕ. «Мĕншĕн пăрахрăм-ши?» — тесе кулянаттăмччĕ.

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Вăрнар районĕнче аслă çулпа иртсе пынă май хирте тăрăшсах ĕçлекенсене асăрхарăмăр. Çĕньял Хапăсри Алексей Игнатьев фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем иккен. Кĕçех Алексей Яковлевич та машинăпа çитсе чарăнчĕ — акаçăсем валли кăнтăрлахи апат илсе килчĕ. Валерий Гаврилов, Сергей Краснов, Сергейпе Артемий Клементьевсем вăхăтлăха канма ларчĕç. Сергей Клементьев механизатор çĕр ĕçне ывăлне те явăçтарнă. «Унсăр кахалланса каяççĕ. Çăкăр мĕнрен пулнине пĕлмеççĕ. Ывăлсене пурне те ака-сухана илсе тухнă. Халĕ кĕçĕннине черет çитрĕ», — терĕ вăл.

Лариса НИКИТИНА.

Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Потемкин çирĕм çула яхăн «Слава» ЯХПКна ертсе пынă хыççăн тăван яла куçса фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, юхăннă çĕрсене тепĕр хут сухаласа акма тытăннă. Фермăра каллех выльăх-чĕрлĕх сасси илтĕнме пуçланă.

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.