Архив - Июн 2018

июня 5th

5 Июн, 2018

Тухтăр пациентне курасшăн

Операци сĕтелĕ çине 14 çул каялла выртнă ача шăпи еплерех-ши?

Республикăн клиника больницинче вăй хуракан Павел Васильев нейрохирурга пĕлекенсем ăна «вăйлă специалист, ĕçне чунтан пурнăçлакан çын» тесе хаклаççĕ. Хальхинче вăл «Хыпар» хаçат тĕпелĕнче пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.

5 Июн, 2018

Сĕтĕн сутлăх хакне хăпартас шанăç пур-и?

Издательство çурчĕпе çыхăну тытакан хуçалăх председателĕ тĕл пулчĕ. «Хыпар» хаçат сĕт туса илекен ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсене хÿтĕлекенччĕ. Юлашки вăхăтра статьясем сахалланчĕç. Сĕт хакĕ ял çыннине çаплах калаçтарать. «Кăçалхи çу уйăхĕнче республикăри пысăк хуçалăхсене кашни литр сĕтшĕн вăтамран 16,7 тенкĕ çеç тÿленĕ, — тарăхрĕ ертÿçĕ. — Çулталăк каялла 20 тенкĕччĕ».

5 Июн, 2018

Сталин пÿлĕмĕнче - 85 хутчен

Халăхăмăрăн пултаруллă та мухтавлă ывăлĕ, Тутарстанри Элкей районĕнчи Кив Матак ялĕнче çуралнă Иван Смородинов 1937-1944 çулсенче Иосиф Сталинăн Кремльти ĕç пÿлĕмне 85 хутчен кĕнĕ.

5 Июн, 2018

Слакпуçра Герой музейне уçасчĕ

Эпĕ чăваш тĕнчинчи чи паллă ялсенчен пĕринче — Пушкăртстанри Слакпуçра — çут тĕнчене килнĕ. Вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕпе Константин Ивановпа Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралса ÿснĕ хутлăхăн чыс- мухтавне ÿстернĕ манăн атте вара — Совет Союзĕн Геройĕ Николай Павлов.

июня 4th

4 Июн, 2018

"Вести Чувашии", (№ 21 (1592)) от 02 июня 2018 года

4 Июн, 2018

Патша майрисен йĕрĕпе-2

— Кăçал ниçта та каймарăн-им? Çул çÿрев очеркĕсене кĕтсе илеймерĕмĕр, — пăшăрханса шăнкăравланăччĕ иртнĕ çул вĕçĕнче редакцие вулакансем. Хам мĕн курни-илтни ыттисемшĕн те кăсăклă пулни черетлĕ çул çÿреврен таврăннă май алла татах калем тытма хистет. Инçе çула пуçтарăнса тухма çăмăлах мар çав, уйрăмах — укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен. Асли çулталăкĕпех хваттерĕпе айланчĕ те — ипотека кредитне татрĕ, юсав ĕçĕсем иттерчĕ — финанс тĕлĕшĕнчен, чăн та, вăй çитереймерĕмĕр. Пĕлтĕр тинĕс хĕрринче пиçĕхсе, ют çĕршыв илемĕпе киленсе пулмарĕ.

4 Июн, 2018

Çулла çитрĕ

— Çăва çине чĕнетĕн-и? Питĕ каймалла-ха! Хамăн та каяс килет-ха, — пăравус пек сасса пула коридор çĕр чĕтреннĕ пек кĕрлесе кăна тăрать. Тухса пăхмасăрах пĕлетĕп — пирĕн ĕçри çын мар. Пирĕн патра кун пек аслати евĕр сасăллă арçын çук. Çавăнпа татах та вĕчĕрхентерет ку кĕрлев — ара, ют çĕрте çакăн пек кĕмсĕртеттерсе ларма, ĕçлекенсене чăрмантарма юрать-и вара? Пушшех те — хăй, калаçăвне итленĕ май, интеллигентлă çын пекех туйăнать тата. — Студентсене çавăн пек хушу патăмăр-ха. Хатĕрленеççĕ халĕ. А?! Мĕн тен??? Нимĕн те илтместĕп! СМС-и? Янинчен усси çук.

Страницы