Архив - Авг 2018

Август 9th

9 Авг, 2018

Пĕррехинче, Уçырма ялĕнче

Каникулăн юлашки уйăхĕ пуçланчĕ. Шкул ачисем кашни самантпа савăнса юлма тăрăшаççĕ. Вĕренекенсене халь пĕлÿ çуртĕнче тытма çук. Шкул çумĕнчи лагерьсем çĕртме уйăхĕнче ĕçленĕ. Канаш районĕнчи Уçырма шкулĕнчи «Хаваслă кăткă йăви» лагерь те çавсен шутĕнчех.

9 Авг, 2018

Атте пилĕпе эпĕ телейлĕ

Вăл калăпланă сăнарсене куракан тăвăллăн алă çупса йышăннă, халĕ те сцена çине тухмассерен çутă кăмăлпа, юратупа кĕтсе илет. Унăн искусствăри ăсталăхне чăваш халăхĕ кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче хисеплесе пуç таяççĕ.

9 Авг, 2018

Хирте те вăрманта... йăваланать çÿп-çап

Тĕлĕнмелле пуян та илемлĕ тавралăхра пурăнатпăр. Çăл куçсен тасалăхĕ, уçă сывлăш — пĕтĕмпех йывăç-курăк пуртан. Çитмĕл те çичĕ тĕспе ешерекен улăх-çаран капăрлăхĕ чун-чĕрене хăпартлантарать. Шел те, çак илеме кашниех хаклама пĕлмест.

9 Авг, 2018

«13» хисеп ăнăçу парнеленĕ

«Шупашкарта та илем конкурсĕсем иртеççĕ иккен», — çапла пĕтĕмлетÿ тунă Александра Николаева класĕнчи пĕр хĕрача модель пулса ĕçлеме тытăнсан. Хăйне çак ĕçре тĕрĕслесе пăхма шухăш çуралнă унăн. 15 çултискер «Чăваш Ен топ-моделĕ» илем конкурсне çул тытнă.

Страницы