Архив - 20 Апр, 2020

20 Апр, 2020

«Ĕç çыннине тивĕçнĕ укçана памаллах»

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнчи тÿрлетÿсенче ĕç çыннин ĕçне хисеплени тата унăн ирĕкне хÿтĕлени çинчен калани — чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çапла майпа ĕç çыннин шалăвĕн патшалăх палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулмалла мар.

20 Апр, 2020

Вести Чувашии, 15 (1688) № 18.04.2020

20 Апр, 2020

Çывăрма выртичченех урок тĕрĕслет

Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта Ирина Яковлева чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентет. Республикăра çуллен иртекен «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса кăçал хутшăннăскер муниципалитет тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ. Ирина Валерьевна ăмăрту мероприятийĕсене хутшăннă чухне часах хăйĕн тата мĕн пур ĕçтешĕн вĕрентÿ çĕнĕ меслетне — ачасене дистанци майĕпе пĕлÿ парассине — кÿлĕнме тивессе тĕлленмен те.

20 Апр, 2020

Тунсăхлама вăхăт çук

Килтен ирĕклĕн тухса çÿремен вăхăтра чылайăшĕ дистанци çыхăнăвĕпе ĕçлет. Теприсен професси хăйне евĕрлĕхне кура кун пек лару-тăрура вăй хума май килмест. Халăх хушшинче пулма чарнă тапхăрта кам хăйне мĕнле туять, мĕнпе аппаланать — вулаканăмăрсене çак ыйтупа чăрмантартăмăр.