Архив - 2020

февраль 12th

февраль 11th

11 Фев, 2020

Чăрмавсене пăхмасăр — тĕп тĕллев патне

«Хыпарăн» 2020 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнчи номерĕнче пĕтĕм Раççейри РКП б чăваш секцийĕсемпе ячейкисен тата хастар чăваш коммунисчĕсен I съезчĕ Чăваш ĕç коммунине туса хума йышăнни çинчен çырса кăтартрăмăр. Паянхи номерте автономи йĕркелес тĕллеве пурнăçлассишĕн съезд хыççăн еплерех ĕçленине çутатăпăр.

11 Фев, 2020

Аманнă салтак вилнĕ тесе шухăшланă

«Эпĕ 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче Тĕмер шкулне пĕтертĕм. Ирхине çывăрса тăтăм та — вăрçă пуçланнине пĕлтĕм. Атте колхозра бригадирта, агрономра ĕçлетчĕ. Ăна вăрçа илсе кайсан ун вырăнне манăн бригадирта ĕçлеме тиврĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ Михаил Александров миллион-миллион çыннăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă çулсем пирки аса илме ыйтсан.

11 Фев, 2020

Олег Николаев пилĕк çуллăх план хатĕрлеме сĕнет

Çуракине хатĕрленесси тата республикăн адреслă инвестици программи — çак тата ытти ыйту ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура

февраль 10th

10 Фев, 2020

Вĕçсе пырап машинăпа… мăн шăтăка çитиччен

Тĕлĕнмелле çанталăк кăçал… Çулла — çу ăшшине туймарăмăр, хĕлле — хĕл сиввине. Вăл-ку та юрĕччĕ-ха, çут çанталăк арпашăнса кайни инкек кÿни пĕтерет.

10 Фев, 2020

Çурт илемĕ — ача сассинче

Тин пиçнĕ яшка шăрши тĕпелтен алкумнех çитнĕ — сăмсана кăтăклать. Оксана Петровна, ачасем шкултан киле таврăниччен яланах вĕри апат хатĕрлеме хăнăхнăскер, хăй сисмесĕрех сехет йĕпписем çинелле пăха-пăха илет. «Часах кĕçĕннисем Мадинăпа Руслан çитмелле», — теме ĕлкĕрчĕ кăна — кĕçĕн алăк шашулкки уçăлса хупăнни илтĕнчĕ те. Чăнах та шăпăрлансем вĕçтерсе çитрĕç. Кĕçĕн Каçалта пурăнаканскерсене Комсомольски салинчи 2-мĕш шкула ирхине ашшĕ машинăпа леçет, уроксем хыççăн вара лешсем çуранах таврăнаççĕ.

Страницы