Архив

мая 8th, 2014

8 Мая, 2014

Паттăрлăхĕ халăх асĕнче

Вăхăт малаллах шăвать. Совет халăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитрĕ. Малашлăхшăн, ирĕклĕхшĕн пуç хунисем - мухтавлă, вĕсем вилĕмсĕр. Сталинград хулишĕн пынă хаяр çапăçусенче тăшмансемпе çапăçса çамрăклах пуç хунă тепĕр паттăр - Вăрмар районĕнчи Мăнçырмара ÿснĕ Нина Капитонова учительница.

8 Мая, 2014

Пурнăç лайăхланать, анчах ĕç вырăнĕсем çитмеççĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Пичет çуртĕнче республикăри МИХ представителĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ, 2003 çулта йышăннă «Чăваш Республикинчи ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программа епле пурнăçланнипе паллаштарчĕ.

8 Мая, 2014

Çу уйăхне кĕтĕмĕр

"Садсем чечекре” тесе çырнăччĕ çак вăхăт пирки Чăваш халăх çыравçи Леонид Агаков. Ку тапхăрта çанталăк ултавлă - тăм ÿкес хăрушлăх пĕтмен-ха. Çавăнпа та сыхă пулни ытлашши мар. Халăхра сăнанă тăрăх, кăкшăм курăкĕ шыв çине çиеле тухсан текех сивĕтмест, тăм ÿкес хăрушлăх чакать.

8 Мая, 2014

Иĕртÿллĕ, тутлă шăршăллă

Пĕлтĕр Тутарстанри Пăва хулинче пулса куртăм. Унта манăн мăнакка пурăнать. Вĕсен пахчинче жасмин ÿсет, чĕрĕ карта-хÿме вырăнне шутланать тет. Илемлĕ, тутлă шăршă саракан тĕм. Çакна пĕлес килет, ăна мĕнлерех ÿстермелле, хăçан лартмалла.

8 Мая, 2014

ХĂШĔ ПУЛĂХЛĂРАХ, ПАХАРАХ

/Вĕçĕ, пуçламăшĕ иртнĕ номерте/

Тăмлă тăпра - ÿсен-тăрана çитĕнме кирлĕ минерал япалисемпе чухăн мар. Анчах унăн пысăк çитменлĕх пур, çумăр хыççăн ăна ĕçлесе хатĕрлеме йывăр, вăл кĕреçе е кĕрепле çумне вăйлă çыпăçать, хытă пирченет тата шÿсе каять. Çак тăпра вăрах типет, час ăшăнмасть. Ăна халăхра йывăр та сивĕ тăпра тесе хаклаççĕ.

8 Мая, 2014

АСРА ТЫТМА

Сĕте алюмини савăтра вĕретме тăрăшăр.

Вĕресе ан тăкăнтăр тесен савăта шал енчен /çÿлтен виçĕ-тăватă сантиметр хăварса/ услам çупа сĕрсе çаврăнăр. Вĕресен сĕт çак йĕр тĕлне çитет те тăкăнса «тарăхтармасть».

Çулăм çине лартас умĕн савăта сивĕ шывпа чÿхесе илме сĕнеççĕ.

8 Мая, 2014

ÇУ УЙĂХĔНЧЕ ПУХМАЛЛА

Çу уйăхĕнче хырăн тĕрлĕ пайне сиплевре усă курма пухса хатĕрлеççĕ. Çав шутра - хырăн çамрăк хунавĕсем, ама йĕкелĕ /2,5-7,5 сантиметр тăршшĕ, конус евĕрлĕ, пĕччен е иккĕн-виççĕн çитĕнеççĕ, хĕрлĕрен пуçласа сăрă-симĕсрех тĕслĕ/ тата аçа йĕкелĕн стробилăн /сарăрах е кĕренрех, куккурус пучахĕ пекрех/ тусанĕ.

 

Страницы