Архив - Авг 2014 - Хыпар

Август 29th

29 Авг, 2014

Çулла - тěпчевсен тата пултарулăх савăнăçě?

Чылай çамрăк çуллахи каникулта ĕçсĕр аптрать, ним тума пĕлмесĕр «канать». Пирĕн вара – Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центрти «Манăн хула» пĕрлешÿре вĕренекенсемшĕн – кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук.

29 Авг, 2014

Путене ĕрчетсе пaхар-и?

Кÿкеçре пурăнатăп, Шупашкара ĕçлеме çÿретĕп. Ытти выльăх-чĕрлĕх тытма кансĕртерех. Путене ĕрчетсе пăхасшăн. Унăн çăмарти те усăллă теççĕ. Çакăн çинчен çырсан аванччĕ.

Ю.СТЕПАНОВ.

Шупашкар районĕ.

 

29 Авг, 2014

Нÿхрепе хĕле хатĕрлетпĕр

Нÿхрепе мĕнле хатĕрлемелле-ши хĕле. Шăши-йĕке хÿререн мĕнле хÿтĕленмелле.

Людмила ПЕШКОВА.

Вăрнар районĕ,

Кульцав ялĕ.

Нÿхрепе хĕле хатĕрлес ĕçе тĕплĕн хатĕрленмелле. Çĕнĕ тухăçа упрама хурас умĕн нÿхрепе тасатмалла, уçăлтармалла, типĕтмелле, дезинфекцилемелле. Çак ĕçсене тĕрĕс йĕркелени пĕлтерĕшлĕ.

Август 28th

28 Авг, 2014

«ЧĔРĔ» ШĔВЕК - ПУЛĂШУ ÇĂЛ КУÇĔ

Промышленноç мелĕпе тирпейлемен апат-çимĕç этемшĕн çав тери пахи тахçанах паллă. Унра энзимсем пур. Вĕсем апат ирĕлессине кăна мар, организмри питĕ пĕлтерĕшлĕ ытти ĕçе те лайăхлатма пулăшаççĕ.

Энзимсене ăçтан илмелле-ха? Чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла, сăмсалантарнă тĕш тырă, тĕрлĕ вăрлăх çимелле.

Килте усă курма меллĕ сывлăхшăн лайăх ансат темиçе сĕнÿпе паллаштаратпăр.

1. Тулă пĕрчисене ислетсе хатĕрленĕ шĕвек. Тулла шыв тасалса çитичченех çумалла. 1 апат кашăкĕ илсе 3 стакан таса шыва ямалла, 2 талăк лартмалла.

28 Авг, 2014

ЧĔРЕ СИКСЕН ЛĂПЛАНТАРМА

Аритмирен, стенокардирен, сылăш пÿлĕннинчен. 10 лимонпа 10 пуç ыхрана аш арманĕпе авăртмалла, 3 литр банкине ярса пăтратмалла. 1,5 литр пыл хушса татах пăтратмалла. Пĕр эрнене сивĕ вырăна /анчах сивĕтмĕше мар/ лартмалла. Кашни кун пăтратмалла.

28 Авг, 2014

ПИТ ВАЛЛИ - КАСТОРКА

Касторка çăвĕ ÿте тутлăхлă япаласемпе тивĕçтерет тата çав вăхăтрах ăна нÿретет. Ватлăхăн малтанхи паллисемпе ăнăçлă кĕрешнипе те палăрса тăрать. Унпа хăйĕнпе кăна та, крема хушса та усă кураççĕ. Ăшăтсан вăл ÿте питĕ шала сăрхăнса кĕрет.

28 Авг, 2014

Кун йĕркинче - вĕрентÿ

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра 2014-2015 çулти вĕренÿ тытăмне хатĕрленсе çитнипе çыхăннă канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ.

28 Авг, 2014

Акцие хутшăнăр

ЧР Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн, промышленноç, суту-илÿ министерствисем, Суту-илÿпе промышленноç палати авăн-раштав уйăхĕсенче республикăра «Вырăнтине суйла - хамăрăннех туян» ятпа акци йĕркелеççĕ. Вăл РФ Президенчĕн Владимир Путинăн çĕр-шывра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хумашкăн экономикăн ятарлă мерисемпе усă курма йышăннă Указне пурнăçлама май парать.

28 Авг, 2014

Пичет çурчĕ тĕлĕнчи каçмăш - вăхăтлăх

Çак ыйту чылайăшне калаçтарать, пăшăрхантарать, тавлаштарать. Сăмахăм Шупашкарти Иван Яковлев проспектне çĕнетсе анлăлатнă хыççăн общество транспорчĕн «Пичет çурчĕ» чарăнăвĕнчи çул урлă каçмăш çинчен. Тĕрĕсрех - ăна хупни, карта тытсах икĕ пая уйăрни пирки.

Страницы