Архив - 11 Мар, 2016 - Хыпар

11 Мар, 2016

«Хыпар» 32 (26942) №. 11.03.2016

11 Мар, 2016

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни!

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умне илемлĕ катемпи те килсе тăчĕ. Капăр тумпа, чăваш тĕрри-эрешĕллĕ саппунпа, тухьяпа… Юрă хыççăн юрă шăрантарать, хитре пушмакĕсемпе шакăртаттарса ташлать.

11 Мар, 2016

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ

Пермь хулинче РФ Общество палатин «Сообщество» форумĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Мероприятие Атăлçи округĕнчи мĕнпур регионтан пин ытла хастар хутшăннă. Çулталăк тăршшĕнче çакнашкал форума Раççейĕн ытти субъектĕнче те йĕркелеме палăртнă. Ярăма Мускавра чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче пĕтĕмлетÿллĕ форумпа вĕçлĕç.

11 Мар, 2016

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр

Юлашки вăхăтра шкулсене, уйрăмах ялсенче, хупасси çинчен çÿрекен сас-хура тĕлĕшпе сахал мар ыйту килме пуçларĕ. Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир ИВАНОВ çак лару-тăру пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ май "кун пек тĕллев пулман, халĕ те çук.

11 Мар, 2016

Ĕç планне улшăнусем кĕртнĕ

Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе 2019 çулта - 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 2020 çулта 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тата ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăнăн яланхи членĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче черетлĕ лару ирттернĕ.

Унта тĕп мероприятисен планĕнчи улшăнусене пăхса тухнă. Вĕсем федераци шайĕнчи саккунсем, Раççей Федерацийĕнчи субъектсен юбилей датисене федераци шайĕнче уявлассине йĕркелесе пыраканнисем, улшăннипе çыхăннă.

11 Мар, 2016

Мухтав сире, Таланцевсем!

Чăваш меценачĕсене халалланă иртнĕ уйăхри кăларăмра вунтăххăрмĕш ĕмĕр вĕçĕнче-çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Етĕрне тăрăхĕнче ĕçлесе пурăннă Таланцевсем пирки кăштах çырсаччĕ. Паян вĕсен ыркăмăллăх ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарасшăн. Çак тĕллевпе Етĕрне районне, вĕсемпе çыхăннă вырăнсене, çитсе куртăмăр.

11 Мар, 2016

Иртсе çÿреме памаççĕ

Федерацин çут çанталăкпа усă курас енĕпе ĕçлекен службин республикăри управленийĕн специалисчĕсем пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче Муркаш районĕнчи Шашкар пристанĕнче /Атăл/ çут çанталăка хÿтĕлесси çинчен калакан саккуна еплерех пăхăннине тишкерчĕç.

11 Мар, 2016

Пулă мĕншĕн сахалланать?

ЧР пулă ĕрчетмелли шыв фончĕ пысăк: Куйбышевпа Шупашкар управĕсем /27,5 пин га/, 8400 çухрăма тăсăлакан юханшывсем, 255 кÿлĕ, 1062 плотина-пĕве /10,8 пин га/. Чăваш Енĕн кашни тăваткал километр лаптăкри юханшывĕсен тăршшĕ вăтамран 0,48 çухрăм.

11 Мар, 2016

Экзаменсен расписанийĕ паллă

РФ Юстици министерстви регистрациленĕ хушупа килĕшÿллĕн Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви 2016 çулта ирттермелли ППЭ расписанине çирĕплетнĕ.

Патшалăх экзаменĕсене кăçал икĕ тапхăрпа йĕркелĕç. Малтанхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче тытăнса ака уйăхĕн 23-мĕшĕччен тăсăлĕ. Тĕп тапхăр вара çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланĕ те çĕртмен 30-мĕшĕччен пырĕ. Кăçалхи кампанире нарăс, утă, авăн уйăхĕсенче экзаменсем пулмаççĕ.

Суйласа илмелли предметсен йышĕнче выпускниксенчен чылайăшĕ общество пĕлĕвне кăмăлланăран çĕнĕлĕх кĕртнĕ: асăннă предметпа экзамен тытмалли ятарлă кун уйăрнă.

Страницы