Архив - 2 Мар, 2016 - Хыпар

2 Мар, 2016

"Сывлăх" /Здоровье/, № 8 /875/, 02.03.2016

о Для печени - овсяная крупа.
о Редька не всем подходит.
о Перепелиные яйца: сырые и вареные.
о Чтобы вылечиться от пагубной привычки.
о Смесь муки с кефиром.
о Спецвыпуск для родителей "Удаленький ты мой".
о В маму или в папу уродился?
о Аллергия от еды.
о С малышом правильно разговаривайте.
о Ветка облепихи поможет.
о Гороскоп здоровья: "Что ждет в марте?"
 

2 Мар, 2016

"Сывлăх", 8 /875/ №, 2.03.2016

о Пĕвер валли - сĕлĕ кĕрпи.
о Йÿç кăшман кашнинех юрамасть.
о Путене çăмарти: чĕрри, пĕçерни.
о Сиенлĕ йăларан сивĕнесчĕ.
о Çăнăхпа кефир хутăшĕ.
о Ашшĕ-амăшĕ валли - "Маттурскерĕм манăн" кăларăм.
о Амăшне е ашшĕне хывнă?
о Апатран - аллерги.
о Пĕчĕкскерпе тĕрĕс калаçăр.
о Сырлан турачĕ аван.
о Сывлăх гороскопĕ: "Пуш уйăхĕнче мĕн кĕтет?"

2 Мар, 2016

Пĕрремĕш квалификаци категориллĕ тухтăр

Шупашкар хулинчи 3-мĕш ачасен больницинче хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлакан опытлă специалист чылай. Вĕсен йышĕнче - клиника-диагностика лабораторийĕн заведующийĕ, пĕрремĕш квалификаци категориллĕ тухтăр В.Петровская та.

2 Мар, 2016

ПĔВЕР ВАЛЛИ - СĔЛĔ КĔРПИ

Сарамак /гепатит/ хыççăн пĕвере лайăхрах сывалма, çирĕпленме пулăшакан рецепт пур. Сĕлĕ кĕрпинчен сиплĕ шĕвек хатĕрлемелле.

Виçĕ литр банкине виççĕмĕш пайĕ таран лайăх çуса авăртнă сĕлĕ кĕрпи тултармалла. Вĕренĕ кăшт ăшăрах шыв туллиех мар ямалла. Йÿçĕтме çур стакан кефир е пĕр татăк ыраш çăкăрĕ хушмалла. Е çур стакан тăпăрчă шывĕ ярсан та лайăх. Банкăна çăтă хупса ăшă вырăна лартмалла.

2 Мар, 2016

ПУТЕНЕ ÇĂМАРТИ: ЧĔРРИ, ПĔÇЕРНИ

Путене çăмартин сиплĕ енĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтса темиçе çыру та килчĕ. Вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе Н.Бажукова фитотерапевт сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр.

Сăмах май, путене çăмартине пÿлĕм температуринче 30 кун таран упрама юрать. Унăн усăллă енĕсем:

2 Мар, 2016

СИЕНЛĔ ЙĂЛАРАН СИВĔНЕСЧĔ

Сигаретран сивĕнес тесе тем пек ĕмĕтленсен те хăшĕсем ниепле те туртма пăрахаймаççĕ. Çак лару-тăрура мĕн тумалла-ха? Ÿсен-тăран пулăшăвĕпе усă курмалла. Витĕмĕ пулатех.

Шурлăх аирĕ

Аир тымарĕ табакпа хутăшсан хăстарма пултарать. Унăн сиплев витĕмĕ шăпах çакăнпа çыхăннă та ĕнтĕ. Аирпа ытти ÿсен-тăранпа пĕрле усă курсан лайăхрах. Тĕслĕхрен, пĕтнĕкпе /мята/, матрÿшкепе /душица/, мелиссапа.

2 Мар, 2016

ВĔСЕНЧЕН ХĂШНЕ ХЫВНĂ?

Хĕрача час-часах ашшĕ тĕслĕ, арçын ача амăшĕ тĕслĕ пулать теççĕ. Генетиксем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ-ха? Е.Бугрова генетик ку çирĕплетÿ аллă процент таран кăна тĕрĕс пулма пултарнине палăртать.

Пĕр енчен кăна

Чăн та, арçын ачасем час-часах амăшне хываççĕ. Вĕсене пĕртен-пĕр Х-хромосома кăна /амăшĕнчен/ куçать. Çак хромосома сăн-сăпатшăн - куç харшисен, пит формишĕн, ÿт тĕсĕшĕн - яваплă. Хĕрачасен лару-тăру урăхларах. Вĕсене ашшĕнчен тата амăшĕнчен пĕрер Х-хромосома куçать. Çавăнпа хĕрачасем амăшĕ тĕслĕ те, ашшĕ тĕслĕ те пулма пултараççĕ.

2 Мар, 2016

ПУШ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕнĕ уйăх пулать тата çак кун хĕвел тĕксĕмленет. Ку пирĕн тăрăхра курăнмасть-ха, анчах çак кун чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансен сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿме пултарать. Çавăнпа пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче лăпкă пулни, типĕ тытни вырăнлă. Малаллахи кунсенче, пуш уйăхĕн 23-мĕшĕччен, уйăх хушăнса пынă тапхăрта, сывлăха çирĕплетме кашни кун уçăлса çÿремелле, сывлав гимнастики тумалла. Уйăх вĕçĕ тасатакан процедурăсем тума меллĕ.

Сурăх Овен

2 Мар, 2016

«Хыпар» 28 (26938) №. 2.03.2016

Страницы