Архив - 23 Мар, 2016 - Хыпар

23 Мар, 2016

"Сывлăх", 11 /878/ №, 23.03.2016

Пациентсем вăл питĕ яваплă пулнине палăртаççĕ Наталия Николаева 2008 çулта республикăри чи лайăх стоматолог ятне тивĕçнĕ.

ÇĔЛЕН ТЫМАРНЕ ТИПĔТСЕ Сиплевре чĕкре курăкĕн, çĕлен тымарĕн /горец змеиный/ тымарĕпе усă кураççĕ.

ПĂТА ÇАПНĂ ПЕК Кĕлере шăмă ÿссен /пяточная шпора/ пăта çапса хунă пек туйăнать, утма çук ыратать.

КУÇ ТИПСЕ АПТРАТАТЬ-И? Типĕ куç синдромĕ — йывăр чир. Ăна пула кератоконћюнктивит, кератит, куç витĕмĕн эрозийĕ, язви аталанма пултараççĕ.

БИОЛОГИ СЕХЕЧĔПЕ КИЛĔШӲЛЛĔН Юлашки вăхăтра пирĕн шалти биологи сехечĕпе çыхăннă темĕн тĕрлĕ хыпар вулама пулать.

ДЕРМАТИТ ВĔРĔЛНĔ ТАПХĂРТА Атопи дерматичĕ /нейродермит/ вĕрĕлнĕ тапхăрта хутламсенчи ÿт типет, хĕрелет, кĕçĕтет. Мĕн тумалла-ха?

ОРГАНИЗМА ТАСАТАТЬ, ЧИРТЕН ХӲТĔЛЕТ Сухан хуппине пăрахмалла мар, лайăх типĕтсе кĕленче савăта хумалла, тĕттĕм вырăнта упрамалла.

23 Мар, 2016

Пациентсем вăл питĕ яваплă пулнине палăртаççĕ

Наталия Николаева 2008 çулта республикăри чи лайăх стоматолог ятне тивĕçнĕ. Вăл республикăн стоматологи поликлиникинче ĕçлет, шăл чирĕсенчен сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă. Наталия Вениаминовна — терапевт-стоматолог, аслă квалификаци категориллĕ тухтăр. Пациентсем вăл питĕ яваплă пулнине, кашнинех витĕмлĕ пулăшма тăрăшнине палăртаççĕ.

Сăнÿкерчĕке поликлиника сайтĕнчен илнĕ.

 

23 Мар, 2016

ÇĔЛЕН ТЫМАРНЕ ТИПĔТСЕ

Сиплевре чĕкре курăкĕн, çĕлен тымарĕн /горец змеиный/ тымарĕпе усă кураççĕ. Ăна кĕркунне, çиелти пайĕ шансан, е çуркунне, çулçисем тухиччен, чавса кăлараççĕ.

Тымара тăпраран тасатаççĕ, çĕр çийĕнчи пайне тата кĕске вĕтĕ тымарĕсене касса пăрахаççĕ, сивĕ шывра çăваççĕ. Уçă сывлăшра кушăхтарнă хыççăн çÿхе сийпе сарса типĕтеççĕ. Чĕртавара ултă çул таран упрама юрать.

23 Мар, 2016

ПĂТА ÇАПНĂ ПЕК

Кĕлере шăмă ÿссен /пяточная шпора/ пăта çапса хунă пек туйăнать, утма çук ыратать. Тухтăр сĕнĕвĕсене шута илсе сипленнĕ май халăх медицинин мелĕсемпе те усă курсан аван пулмалла.

23 Мар, 2016

КУÇ ТИПСЕ АПТРАТАТЬ-И?

Типĕ куç синдромĕ — йывăр чир. Ăна пула кератоконћюнктивит, кератит, куç витĕмĕн эрозийĕ, язви аталанма пултараççĕ. Чир пуçланнин сăлтавĕсем: сигарет тĕтĕмĕ, контакт линзисемпе тĕрĕс мар усă курни, куç хăрпăкне сăрламалли тушь пахалăхсăр пулни, куççуль шĕвекне туса кăларассине пăсма пултаракан эмелсем ĕçни. Япаласен ылмашăнăвĕ, гормонсен шайĕ пăсăлсан та, катарактăран операци тунă хыççăн та куç типме пултарать. Ытларах чухне телевизор умĕнче нумай ларни айăплă. Çак тест ыйтăвĕсене хуравлани типĕ куç синдромĕ пуррипе çуккине пĕлме пулăшĕ.

23 Мар, 2016

БИОЛОГИ СЕХЕЧĔПЕ КИЛĔШӲЛЛĔН

Юлашки вăхăтра пирĕн шалти биологи сехечĕпе çыхăннă темĕн тĕрлĕ хыпар вулама пулать. Тĕслĕхрен, Америка ăсчахĕсем этем организмĕпе талăкра пулса иртекен улшăнусене шута илсе ятарлă сĕнÿсем хатĕрленĕ. Вĕсем пире те кирлĕ пулма пултараççĕ.

Çур çĕр иртни 1 сехет. Çак вăхăт тĕлне çынсенчен чылайăшĕ виçĕ сехете яхăн çывăрать ĕнтĕ, ыйхăн пĕтĕм тапхăрĕ урлă тухма ĕлкĕрет. Çак тĕле çăмăл ыйхă тапхăрĕ пуçланать, çавăнпа хăвăртах вăранма пултаратпăр. Шăпах çак сехетре эпир ыратнине уйрăмах сисĕмлĕ.

23 Мар, 2016

ДЕРМАТИТ ВĔРĔЛНĔ ТАПХĂРТА

Атопи дерматичĕ /нейродермит/ вĕрĕлнĕ тапхăрта хутламсенчи ÿт типет, хĕрелет, кĕçĕтет. Мĕн тумалла-ха? Атопи дерматичĕ аллерги пулнине шута илсе тата аллергена палăртман чухне çак йĕркесене пăхăнни вырăнлă.

23 Мар, 2016

ОРГАНИЗМА ТАСАТАТЬ, ЧИРТЕН ХӲТĔЛЕТ

Сухан хуппине пăрахмалла мар, лайăх типĕтсе кĕленче савăта хумалла, тĕттĕм вырăнта упрамалла. Вăл — питĕ сиплĕ, организма тасатма, чылай чиртен хÿтĕленме, иммунитета çирĕплетме пулăшать.