Архив - 29 Апр, 2016 - Хыпар

29 Апр, 2016

«Хыпар» 65-66 (26975-26976) №№. 29.04.2016

29 Апр, 2016

Çĕнĕ автотрасса ял-хула çумĕпе иртĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Раççей транспорт министрĕпе Максим Соколовпа тĕл пулнă. Çул-йĕр хуçалăхне аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — хальхи вăхăтра йывăр тиевлĕ автотранспорт федерацин республика территорийĕ урлă хывнă М-7 «Атăл» автоçулĕпе Шупашкар хули, Кÿкеç поселокĕ, ытти ял-хула витĕр иртет. Талăкра 50 пин ытла автомобиль куçать. Çакă республика тĕп хулипе Шупашкар, Çĕрпÿ, Куславкка районĕсенчи экологи тăрăмне япăх витĕм кÿрет.

29 Апр, 2016

Уявсем, бюджет тата арканнă çулсене юсамалли укçа

Кун йĕркинче Транспорт министерствин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан отчет пулнине кура Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче юлашки вăхăтра нумай калаçтаракан çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕч тишкерÿ çуратасса кĕтнĕччĕ. Анчах министр чирленĕ иккен — отчет пулмарĕ. Çапах çулсемпе çыхăннă çивĕч ыйту тавра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурпĕр сăмах пуçарчĕ.

29 Апр, 2016

Михаил Игнатьев республика ырлăхĕшĕн ĕçлеме хатĕррине çирĕплетрĕ

Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ. Унта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракан 60 ытла журналист хутшăнчĕ. Республика ертÿçи икĕ сехет те вунă минут хушшинче 25 ыйтăва хурав пачĕ.

29 Апр, 2016

Пирĕн республика. Тĕп тема

Иккĕмĕш сменăсăр шкулсем

Шкулчченхи тата шкул вĕрентĕвĕн тытăмĕн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ — республикăри тĕп виçĕ массăллă информаци хатĕрĕн пĕрлехи проекчĕн черетлĕ теми. Фильм телеэкрансем çине тухнă ĕнтĕ, паян вулакана унăн хаçат версийĕпе паллаштаратпăр.

29 Апр, 2016

Конкурс сцена çинче вĕçленмест

Вĕрентекенсене пултарулăха аталантарас ĕç-хĕле ытларах явăçтарма республикăра хавхалантарăвăн тĕрлĕ мелне йĕркеленĕ: конкурссем, грантсем, стипендисем...

29 Апр, 2016

Хула пуçлăхĕн конкурсĕ тĕрĕс те уçă пултăр

Кайран хула администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли конкурса хутшăнтарас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкар хулин сити-менеджерĕ Олег Бирюков отставкăна каясси пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕпе килĕшсе татăлнă тени тĕрĕс мар. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. «Олег Бирюков пĕр хаçата панă интервьюра хăй отставкăна каясси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе килĕшсе татăлни çинчен калать. Ку — аташу», — тенĕ вăл.

29 Апр, 2016

Маргарита Кабетова: Эфира тухмассерен хумханатăп...

— Республикăри нумай-нумай çыннăнни пекех кашни çĕнĕ кун маншăн мĕн хама ас тума пуçланăранпах сирĕн ăшă та çепĕç сассăра итленинчен пуçланать.

29 Апр, 2016

Вăл тăван кил те, çывăх тус та, хăватлă вăй та...

7, 70 те 7... Çак хисеп чăваш çыннишĕн асамлă та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Палăртма кăмăллă: халăх юратса итлекен Наци радиовĕ асамлă çак хисеп чикки урлă каçрĕ. Чăваш Наци радиовне йĕркелес ĕмĕт тахçанах пулнă.

Страницы