Архив - Апр 2016 - Хыпар

апреля 28th

28 Апр, 2016

Гладиолус лартатпăр

Гладиолуса çу уйăхĕн 20-мĕ­шĕччен лартмалла. Чечек суханĕсене хуппинчен тасатмалла, чирлĕ вырăнĕсене касмалла, суранне зеленкăпа е марганцовка ирĕлчĕкĕпе сăтăрмалла. Ун хыççăн сухансене типĕтмелле, йывăç кĕлĕ сапмалла. Лартас умĕн 2 сехет марганцовкăн шĕвĕрех ирĕлчĕкĕнче тытмалла. Гладиолуссем пулăхлă, çĕрнĕ тислĕк хывнă çĕр çинче лайăхрах ÿсеççĕ.

Шултра сухансене — 10-12 сантиметр, вăтаммисене — 6-8, «ачисене» — 2-4 сантиметр тарăнăшне варăнтармалла. 1 тăваткал метр çинче шултра йышши 30 е вĕтĕрех 50 гладиолус ÿсме пултарать.

28 Апр, 2016

Улма-çырла йывăçне лартасси

Пирĕн тăрăхра улма-çырла тĕмĕсене, йывăçсене кĕркунне те, çуркунне те лартма юрать. Çуркунне лартнă çамрăк хунава çу каçиччен мĕнле аталаннине сăнаса тăма аванрах. Йывăç-тĕмсене çулçăсем тухиччен лартма тăрăшмалла.

28 Апр, 2016

Шăвăç тимĕре сăрлатпăр

Пурăнмалли çурт тăррине тимĕр листасемпе витнĕ. Ăна сăрлас тетĕп. Çак ĕç йĕрки çинчен çырса пичетлеймĕр-ши?

Владимир ЯБЛОЧКИН.

Вăрнар районĕ.

28 Апр, 2016

Горчица хыççăн

Пĕлтĕр кĕркунне пахчана горчица акса хăвартăмăр. Кĕркунне вăл шăтса сип-симĕс ларчĕ, халь, çуркунне, пахча хуп-хурах, хĕл каçиччен çĕрсе кайнă. Кÿршĕсем те акнă горчицăна, вĕсен çĕнĕрен шăтса тухнă пек, пахчи сип-симĕс. Мĕне пĕлтерет-ши ку? Хăшĕ усăллăрах?

Н.СТЕПАНОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

28 Апр, 2016

Тăпрана пусарса акатăп

Йăран хатĕрленĕ чухне çак меслете шута илме сĕнетĕп, вăл чылайăшне килĕшет пулĕ тетĕп.

Кирек мĕнле пахчаçимĕç вăррине акмашкăн та йăрансем çине йĕрсем — канавсем — тăватпăр. Çав йĕрсене йывăç пăрăс таткипе кăштах пусарса тухмалла. Çак канавсене вăрлăха акмалла та çиелтен кăпăшка тăпрапа /ăна лайăх çĕрнĕ тислĕкпе хутăштармалла/ хупласа тухмалла. Пусарса тухнă йĕрсенче вăрлăх тикĕссĕн выртать, шăтасса та харăсраххăн шăтса тухать. Кăпăшка тăпрана акнă чухне вара вăрăсем тикĕссĕн ÿкмеççĕ, хăшĕ-пĕри çĕре шалаллах анса каять, çавна май вăрлăх тикĕс шăтмасть.

апреля 27th

27 Апр, 2016

"Сывлăх" /Здоровье/, №16 /883/, 27.04.2016

о Из проросших ростков картофеля.
о Сердце "торопится".
о От гастрита — овсяная вода.
о Если повышено кровяное давление.
о Цветы на подоконнике.
о Чтобы повысить гемоглобин.
о Для лечения десен.
о Постоянно мучают газы
о От экземы — зеленое масло.
о Несколько слов — о щавеле.
о Белая акация известна лечебными свойствами.
о Высыпаетесь или нет?
 

27 Апр, 2016

"Сывлăх", 16 /883/ №, 27.04.2016

27 Апр, 2016

Халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ

Элĕк райповĕн 3-мĕш аптека пунктĕнче профилактикăпа сиплев препарачĕсен ассортименчĕ яланах пуян. Наталья Егорова заведующипе Эльвира Чугунова фармацевт халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Аптека пунктне автоматизациленĕ, тавара дисконт карттисемпе тата ятарлă акцисемпе йÿнетсе сутассине йĕркеленĕ.

27 Апр, 2016

ÇЕÇКИ ПИТĔ ПАХА

Хĕл каçнă çĕрулмин шурă çамрăк çеçкине иртмелле. Унран питĕ паха шĕвек хатĕрлеме пулать. Çеçкене çумалла, çур литр банкине тултармалла, хĕрринченех шурă эрех е спирт, е сăмакун хушмалла. Ăшă тĕттĕм вырăнта 14 кун лартмалла. Настойка хатĕр.

Ангина аптратсан, çăвар ăшĕ шыçсан. Çур стакан ăшă шыва çĕрулми çеçкин настойкине 20 тумлам хушмалла. Шĕвекпе çăвара ирхине тата каçхине чÿхемелле.

Кариесран сипленме. Шăл пасти çине 3-5 тумлам настойка тумлатса шăл тасатмалла. Процедурăна ирхине тата каçхине тумалла.

Страницы