Архив - Авг 2018 - Хыпар

Август 24th

24 Авг, 2018

Пĕтĕмпех ĕлкĕрес тесен чупса ĕçлеме тивет

Пытарма кирлĕ мар: хăш-пĕр ялта çынсем староста пуррипе çуккине те пĕлмеççĕ. Пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан кам патне каймалла? Çавăнпа йĕрке пур çĕрте те кирлех. Ял старостин шăпах та халăха канăç паман ыйтусен хуравне тупма пултармалла.

24 Авг, 2018

Колхозсем çапла йĕркеленнĕ

Хресченсем пĕрлешсе ĕçлес юхăм 1927 çулхи раштав уйăхĕнче иртнĕ ВКП/б/ XV съезчĕ пуличчен (историе вăл «коллективизаци съезчĕ» ятпа кĕрсе юлнă) чылай çул маларах вăй илнĕ. Пысăках мар ушкăнсене тĕрлĕ ят панă: артель, коммуна, юлташлăх.

Килĕшменнисене тăшманпа танлаштарнă

24 Авг, 2018

Медицина та искусство евĕрех

«Вăл пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Тухтăр пулма Турриех пилленĕ ăна», — теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Сăмахăм Республикăри клиника больницин анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн пуçлăхĕ Вадим Григорьев анестезиолог-реаниматолог пирки.

24 Авг, 2018

Ял ячĕ те çынсене пулăшма хистет

Ирĕклĕхе юратакансем. Вăрнар районĕнчи Пăртас ял тăрăхĕнче Волонтерсем хăйсем пирки çапла калаççĕ. 60 киллĕ, пĕр урамлă ялта пĕрре урлă тенĕ пек пушă çуртсем лараççĕ. Ял ячĕ илĕртнĕрен унта пурăнакансемпе те калаçас шухăш çуралчĕ.

Август 22nd

22 Авг, 2018

«Мĕн тумалла ку Юмартпа?» - тесе вăрçаççĕ. «Персе пăрахăр!» – терĕм те тухса кайрăм пухуран...

Геннадий Федорович ТРОФИМОВ /ЮМАРТ/ — тĕпчевçĕ, поэт, куçаруçă. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ /1988/, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Нестор Янкас ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ.

ХАКЛАВ: 
В.Г. Родионов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан сотрудникĕ, филологи наукисен докторĕ:

22 Авг, 2018

Пĕр-пĕрне пăхса тăранаймастпăр, Юрату ташши санпа ташлатпăр...

Нина Изедеркина /Нина Борисовна Ильина/ 1949 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче çуралнă.
1965-1967 çулсенче Оренбург облаçĕнчи А.С. Пушкин ячĕллĕ драма театрĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн 35 çул ытла — культура ĕçченĕ.

Страницы