Архив - Хыпар

апреля 16th, 2014

16 Апр, 2014

Студентсене хÿтĕлет, пуçарăвĕсене çул парать

"Вĕренекен çамрăксен хăйсен шухăшĕ, позицийĕ пулмалла. Вĕсем ăна студентсен хăй тытăмлăх органĕсем урлă палăртма пултараççĕ", - тет çамрăксен "Чăваш Республикинчи студентсен, вĕренекенсен хăй тытăмлăх органĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн правленийĕн председателĕ Илья Тумаков.

16 Апр, 2014

Сасси кĕмĕл, йăли-йĕрки - ылтăн

Шăпах вун пилĕк çул каялла иртрĕ чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурсăн пĕрремĕш уявĕ. Пуçаруçи - Чăваш наци конгресĕ. Проекта пурнăçа кĕртме ЧР Культура министерстви нумай пулăшнă. Пĕрремĕш ĕç кирек хăçан та чăрмавлă, кăлтăклă.

апреля 15th

15 Апр, 2014

Чăваш Ен паттăрсене чысларĕ

Вăхăт чуппи сисĕмсĕр. Юрий Гагарин «Восток» караппа пуринчен малтан тĕнче уçлăхне тухнăранпа 53 çул çитрĕ. Çак тĕлĕнтермĕш хыпар тĕнчипех çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă.

15 Апр, 2014

Сыхлăх, кану, тирпейлĕх

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç тытăмĕсен территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

15 Апр, 2014

8 çуллăха хупнă

Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче Шупашкар варринче вырнаçнă ювелир лавккинче пулнă çак преступлени тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕччĕ. Кăнтăр кунĕнче, ытла та сĕмсĕр... Халь приговор та паллă.

Лавккана вĕсем иккĕн кĕнĕ. Хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ мăлатукпа витрина кантăкне çапса ватнă та сутуçăсен умĕнчех ювелир изделийĕсене сумкăна тултарнă - пĕтĕмпе 10 млн ытла тенкĕлĕх. Самантрах тухса тарнă.

15 Апр, 2014

Калăм, вирĕм, сĕрен тавра...

Чăваш халăхĕ юрă-кĕвĕпе, сăмахпа, тĕрĕпе кăна мар, ытти тĕрĕк халăхĕ пекех йăла-йĕркепе те питĕ пуян. Çак пуянлăх пирки пирĕн уйрăмах кăçал - Культура çулталăкĕнче ытларах калаçмалла тата çырмалла. Паян манăн чăвашсен çуркуннехи йăли-йĕрки пирки сăмах пуçарас килет. Халăхăмăрăн хăш-пĕр уявне хĕрсемпе хĕрарăмсем кăна хутшăнаççĕ /тĕслĕхрен, Хĕр акине/, е арçынсем кăна йĕркелесе ирттереççĕ. Сĕрен /е Вирĕм/ шăпах çакнашкаллисен йышне кĕрет.

15 Апр, 2014

Раççей Федерацийĕнче - лайăххисен шутĕнче

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕн лару-тăрăвĕ çирĕплĕхпе палăрса тăчĕ. Регистрациленĕ граждансен йышĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4836 çынпа танлашнă, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх хисепĕпе шайлаштарсан - 0,72 процент.

15 Апр, 2014

Сивĕ шывран хăраман полицейски

Хăюллă та патвар хĕрарăм пирки ĕрĕхекен лашана чарма, çунакан çурт ăшне кĕме пултарать теççĕ. Сĕнтĕрвăрринчи полици пайĕнче ĕçлекен Светлана Ерпылева та çакнашкал йышшисенченех. Шартлама сивĕре шикленмен, пăрлă шыва кĕме хăраманскер урăхла епле хаклайăн.

15 Апр, 2014

Шкула - парне

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕ тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков ятарлă акци пуçарнă. Ун вăхăтĕнче депутат Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи шкулсене кире пуканĕн комплекчĕпе тивĕçтерме палăртнă.

Страницы