Архив - 21 Июн, 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

21 Июн, 2014

Ĕçре те, сĕтел хушшинче те илемлĕ

Вячеслав Владимировичпа Светлана Васильевна Хрулевсен 13 ача: 7 ывăлпа 6 хĕр. Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Кĕлешкасси ялĕнче пурăнаканскерсем çумăр пĕлĕчĕсем тарса пытаннă хыççăнах пахчана ĕçлеме тухнă.

21 Июн, 2014

Ачисем ашшĕне авлантарасшăн мар

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ çĕнĕ спектакльпе куракана тыткăнларĕ. "Пирĕн атте авлана-а-ать!" камит авторĕ - ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев. Ку ĕçе ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Оринов сцена çине кăларчĕ. Унта паянхи ял пурнăçĕ сăнланнă. Çапах та мĕн канăçсăрлантарать-ши халăха?

21 Июн, 2014

Ÿркенмен - ăста пулнă

Вăрнарта пурăнакан Николай тата Оксана Федоровсем тахçанах хăйсен ĕçне пуçарнă. Аслă шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн малтанхи çулсенче алла илнĕ специальноçпех тăрăшнă. Пĕр вырăнта ларма хăнăхманскерсем суту-илÿ ĕçне пуçăнма тĕв тытнă. Çăмăлах пулман малтанхи вăхăтра. Çапах та йывăрлăхсене çĕнтерсе алă çавăрса яма пултарнă.

Картиш тулли хур-кăвакал

Картишĕнче темĕн тĕрлĕ чăх-чĕп те пур. Африка чăххисемпе цесаркăсен, индокăвакалсемпе хурсен, ахаль чăхсен шучĕ те çук.