Архив - 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ

февраль 7th

7 Фев, 2015

Республика Пуçлăхне 40 тенкĕпе хуратул тупса параймарĕç...

Апат-çимĕç хакĕсем палăрмаллах ÿсни пирки хаçатра çырсах тăратпăр. Çак ыйту "çÿлтисене" те канăç паманни куçкĕрет. Кĕçнерникун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илÿ предприятийĕсенче пулчĕ.

7 Фев, 2015

Укçаллисене серепене сĕтĕреççĕ

Виçĕмкун РФ наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков журналистсемпе тĕл пулчĕ, 2014 çулти кăтартусемпе паллаштарчĕ.

Паянхи куна республикăри управлени наркотиксен çаврăнăшне тытса чарас ĕçĕ-хĕлĕпе ыттисен хушшинче ырă енпе палăрнине асăнма кăмăллă. Федерацин Атăлçи округĕнче 14 регионтан - 3-мĕш, Раççейри 78 субьект йышĕнче - 34-мĕш вырăнта вăл. Йышпа тунă преступленисене тытса чарассипе те 2-мĕш кăтартупа палăрнă тата ытти те. Ĕç курăмлăхĕ пурах. Çавăнпах рейтингпа паллаштарнинчен пуçларĕ-тĕр сăмахне Евгений Николаевич.

7 Фев, 2015

Урапа çинчен ÿксе юлман...

Йăмăкĕ патĕнчен хăнаран таврăнакан Эльвира Петровна çывхарса килекен троллейбуса курсан уттине хăвăртлатрĕ. Сумки çăмăлах мар унăн. Унта кучченеç туллиех. Йăмăкĕ питĕ ырă кăмăллăскер. Мĕн хурса, мĕн парса ямаллине хăни алăка уçса пÿрте кĕрсенех палăртса хурать пуль.

Ĕлкĕреймерĕ. Чупса çитнĕ çĕре иккĕмĕш номерлĕ троллейбус хÿрине çеç курса юлчĕ. Вăл сумкине чарăнури сак çине лартса тÿрленсе тăчĕ. Çав вăхăтра çăмăл ăшă кĕрĕкĕн пиçиххийĕ салтăнса кайрĕ те çĕре лаплатрĕ.

7 Фев, 2015

Хамран вăйлăраххи пур-ши?

Упăшка теприн патне пăрахса кайни шăп ултă çул çитрĕ. Çав кунранпа эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Ачана ашшĕсĕр ÿстерме çăмăл мар. Куç хывакансем пур мана та, анчах та вĕсем е çемьеллĕ, е сипленсе вăхăтлăха ĕçме пăрахнă. Мĕн пытармалли, ун пеккисенчен пархатарĕ сахал, ик-виç уйăхран каяллах ĕçке ярăнаççĕ. Чылайăшĕн арăмĕнчен вăрттăн теприн патĕнче канас килет. Мана вара вăхăтлăх арçын кирлĕ мар. Никам еркĕнĕ те пулас килмест.

февраль 4th

4 Фев, 2015

Лавккасене тĕрĕсленĕ

РФ Тĕп прокурорĕ Ю.Чайка хушăвне пурнăçласа ЧР Прокуратури Чăваш Енри суту-илÿ ĕç-хĕлне йĕркелекен патшалăх влаç органĕсемпе, федерацин потребитель прависене тата çын ырлăхне хÿтĕлекен надзор службин Чăваш Республикинчи управленийĕпе тата федерацин ветеринарипе фитосанитари надзор службин Чăваш Республикинчи территори управленийĕпе пĕрле апат-çимĕç рынокĕсенче, суту-илÿ тытăмĕнчи пысăк лавккасенче хаксен йĕркеленĕвне тĕрĕсленĕ. Çавна май тĕрĕслевçĕсем чи кирлĕ апат-çимĕç сутакан 258 вырăна çитсе курнă.

февраль 2nd

2 Фев, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» /Чувашская женщина/ № 3 /873/ 31.01.2015

- Блокадники, спасаясь от голодной смерти, из мертвых кошек варили суп.

- Аист не воробей, зерном не приманишь.

- Самое лучшее приусадебное хозяйство - из Ядринского района Чувашской республики.

- В доме с одним окном и протекающей крышей растут четверо детей.

- Перепелка чувствует себя комфортно и дома.

- Милый женился... Но звонков от него не перестаю ждать...

- Слава приходит и уходит. Что остается?

январь 31st

31 Янв, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 3 /873/ 31.01.2015

- Тăшман ункине çакланнисем выçса вилесрен... кушак шÿрпи те çинĕ.

- Аист çерçи мар, тырă сапса илĕртеймĕн.

- Раççейри чи лайăх хушма хуçалăх - Етĕрне районĕнчен.

- Пĕр чÿречеллĕ, маччаран вĕçĕмсĕр шыв тумлакан çуртра ÿсет тăватă ача...

- Путене чĕпписене пÿртрех çитĕнтерме пулать.

- Савниçĕм авланнă пулин те унран шăнкăрав кĕтетĕп

- Чап килет те каять... Ун хыççăн мĕн юлать?

31 Янв, 2015

Пурăн, Настя...

Çак кунсенче Шупашкарта пурăнакан Настя Перцева 7 çул тултарнă. Ăна парнеленĕ шурă чечек çыххи сĕтел çинче капăррăн курăнса ларать. Анчах тĕнчери пур савăнăçа чун витĕр кăларма пÿрмен хĕрачана. Вăл тăванĕсемпе юнашар кăна хăйне хăтлă туять. Сусăр çуралнăскер кулса кăтартни те - амăшĕшĕн пысăк савăнăç.

31 Янв, 2015

Юнпа çырăннă кунсем

Кăрлачăн 27-мĕшĕ - Ленинграда блокадăран тĕппипех хăтарнă кун. Кăçал çак хулана пурнăç «кĕртнĕренпе» 71 çул çитрĕ. Историри чи юнлă осада 872 куна /1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕ - 1944 çулхи январь 27-мĕшĕ/ тăсăлать. Блокада вăхăтĕнче хулара 100 пин бомбăпа 150 пин снаряд çурăлать. Хулана тĕппипех çавăрса илнĕ вăхăта 500 пин яхăн çынна çеç эвакуацилесе ĕлкĕреççĕ. Унта тата 2,5 миллион çын юлать. Вĕсенчен 400 пинĕшĕ - ачасем. Блокада вăхăтĕнче 850 пин яхăн çын вилнĕ.

Страницы