Архив - 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ

январь 24th

24 Янв, 2015

Çивĕч калем ăстисем

Январĕн 17-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Ытти çулхинчен ăна кăçал хăйне майлăрах, илемлĕрех йĕркеленĕ. Чи малтан Сăмах вăйĕ, унăн пĕлтерĕшĕ пирки калаçу пулчĕ. Чăн та, сăмахра пысăк вăй-хăват пытаннă.

январь 19th

19 Янв, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 1 /871/ 17.01.2015

Кивĕ Тинкеш тăрăхĕнче. Ялти клубăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çамрăк ăру кун-çулне çутă та пуян, интереслĕ йĕркелеме пулăшасси, çавăн пекех йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварасси.

Раççейĕпех килĕштерсе çиеççĕ. "Вăрлăх сухан сутса пирĕн ялсем машина, трактор, хулара хваттер туянаççĕ, çурт-йĕр лартаççĕ», - палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Тукмаков.

Тахçанхи хавхаланупа пурăнатăп. Хваттерте вырăн тупнă кашни япалан хăйĕн историйĕ, вĕсем кунта пĕри те ытлашши мар.

Чунсăр аннесем... Çула чуна ыраттарсах пуçтарăнтăм. Ара, ывăлăм ялта-çке... Мĕн тăвас тейĕн, ача садĕнче вырăн паманран ăна атте-аннепе хăварма тиврĕ.

Чи пултаруллисене - преми. Кашни çулах Пичет кунĕ умĕн республикăри чи лайăх журналистсене палăртаççĕ. Нумай пулмасть 2014 çулхи пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Пĕрисем укçа хываççĕ, теприсем илсе пыраççĕ. Çак эрнере ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пресс-конференци ирттерчĕ, иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

Пенси епле шутлĕç, ÿсĕр водителе мĕнле айăплĕç? Çĕнĕ 2015 çула вирхĕнсе кĕтĕмĕр. Кăшт сывлăш çавăрса илнĕ вăхăтра кăçалхи çĕнĕлĕхсене тишкерер-и?

Чипер чипере илет. Чăваш Енре хастар çын сахал мар. Чылайăшĕ канлĕ ватлăха тухсан та лара-тăра пĕлмесĕр общество ĕçне хутшăнать, кĕнеке çырать, çав вăхăтрах спортпа, юрă-ташăпа туслă пулма та ĕлкĕрет.

январь 17th

17 Янв, 2015

Кивĕ Тинкеш тăрăхĕнче

Ялти клубăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çамрăк ăру кун-çулне çутă та пуян, интереслĕ йĕркелеме пулăшасси, çавăн пекех йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварасси. Ăна пурнăçа кĕртме кашни çĕртех тĕрлĕ майпа усă кураççĕ. Çак кунсенче Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешри культура çуртĕнче пулса курма тÿр килчĕ.

17 Янв, 2015

Раççейĕпех килĕштерсе çиеççĕ

«Çĕр пире тăрантарать кăна мар, пысăк тупăш кÿрет. Çакă пирĕн тăрăхри çынсем питĕ ĕçчен те тăрăшуллă пулнинчен, малтан мала талпăннинчен килет. Вăрлăх сухан сутса пирĕн ялсем машина, трактор, хулара хваттер туянаççĕ, çурт-йĕр лартаççĕ. Пĕри тепринчен хитререх пурăнма тăрăшать», - палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Тукмаков.

Çĕнĕ Ахпÿртре пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек килĕренех вăрлăх сухан акаççĕ, сутмалăх та туса илеççĕ. Тĕрĕссипе, ăна лартман çемье çук та кунта. Ку тăрăхра пушă, ахаль выртакан çĕр ниçта та кураймăн.

17 Янв, 2015

Тахçанхи хавхаланупа пурăнатăп

Икĕ пÿлĕмлĕ ăшă та хăтлă хваттере кĕрсен чи малтан картинăсен умĕнче чарăнса тăтăм. Ыттисенчен уйрăларах тăракан «Шурă шăплăх» ÿкерчĕк тÿрех хăй патне туртрĕ. Ăна Г.Айхие асăнса, юлашки çула ăсатас умĕн Г.Фомиряков художник илсе килнĕ-мĕн. Надя вара пуринчен ытларах М.Рогинскин «Кивĕ буфет» картинине килĕштерет.

17 Янв, 2015

Чунсăр аннесем...

Çĕнĕ çулăн вăрăм канмалли кунĕсене ялта ирттернĕ хыççăн хулана килме тухрăм. Çула чуна ыраттарсах пуçтарăнтăм. Ара, ывăлăм ялта-çке... Мĕн тăвас тейĕн, ача садĕнче вырăн паманран ăна атте-аннепе хăварма тиврĕ. Ĕçе тухмасан та майĕ çук - çăкăр çимелле-çке, хваттершĕн те тÿлемелле... Амăшĕсем ăнланаççĕ-тĕр мана. Ачапа расна пурăнма çăмăл мар, анчах пурнăç çапла тума хистет пулсан нимĕн те тăваймăн.

17 Янв, 2015

Чи пултаруллисене - преми

Кашни çулах Пичет кунĕ умĕн республикăри чи лайăх журналистсене палăртаççĕ. Нумай пулмасть 2014 çулхи пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Кăçал "Хыпар" хаçат никĕслевçи Николай Никольский ячĕллĕ премине Чăваш журналистикипе пичет энциклопедине хатĕрленĕ Валерий Комиссарова, Владимир Зырянова тата Надежда Осиповăна пама йышăннă.

ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине "Хыпар" хаçатăн общество пурнăçĕпе политика пайĕн тишкерÿçи Ирина Клементьева тата Чăваш наци телерадиокомпанийĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова тивĕçнĕ.

17 Янв, 2015

Пĕрисем укçа хываççĕ, теприсем илсе пыраççĕ

Çак эрнере ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пресс-конференци ирттерчĕ, иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.

17 Янв, 2015

Чипер чипере илет

Чăваш Енре хастар çын сахал мар. Чылайăшĕ канлĕ ватлăха тухсан та лара-тăра пĕлмесĕр общество ĕçне хутшăнать, кĕнеке çырать, çав вăхăтрах спортпа, юрă-ташăпа туслă пулма та ĕлкĕрет. Унсăр пуçне чылай çĕре çитме, çĕннине тишкерме-вĕренме, алла илме тăрăшать.

Страницы