Архив - Мая 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ

мая 29th

29 Мая, 2017

"Чăваш хĕрарăмĕ", 20 (993) №, 27.05.2017

29 Мая, 2017

«Шăрчăк таврашĕнчен» тухнă ÿнерçĕ

Шупашкарти илемлĕ урамсенчен пĕри чăваш ÿнерĕн историйĕнче пысăк сас паллисемпе çырăнса юлнă Никита Сверчков ячĕпе хисепленнине кашниех пĕлмест те пулĕ. Маçтăрăн пултарулăх эткерĕнче чăваш халăхĕн кун-çулне çутатакан ĕçĕ те сахал мар.

29 Мая, 2017

Упăшка мĕн калĕ?

Георгий салтака кайичченех хăйсен ялĕнче пурăнакан Зинăпа юлташла çÿреме тытăнчĕ. Иккĕшĕ те вĕсем колхоз ферминче ĕçлерĕç. Георгий ĕне пăхрĕ, çуллахи вăхăтра кĕтÿ кĕтрĕ, хĕлле вара выльăх витине тасатса тăчĕ, апат пачĕ, шăварчĕ. Зина — доярка. Вĕсем пĕр-пĕрне çав тери килĕ-штерчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн юлташлăх чăн-чăн юратăва куçрĕ. Çапла вĕсем чунран савсах пĕрлешрĕç.

29 Мая, 2017

Ĕне çилли çуркалансан

Ĕне сĕт лайăх антартăр тесен унăн çилли таса, сывă пулмалла. Сăвас умĕн çуса тасатнă, типĕтнĕ çилле массаж туни те аван. Ку юна хăвăртрах чупма, сĕте лайăх антарма пулăшать. Тĕппипех суса илни те çилле чире каясран сыхлать.

29 Мая, 2017

Тупăшлă та, усăллă та

Ачасен чи кĕтнĕ вăхăчĕ — çуллахи каникул — çитрĕ. Вĕсен канăвне мĕнле йĕркелемеллине тахçанах планлама пуçланă ашшĕ-амăшĕ. Хуларисен — яла, ялтисен хулана каяс килет. Пĕве, кÿлĕ, юхан шыв çывăхĕнче каннипе çырлахманнисем тинĕс хĕрринче хĕвел айĕнче хĕртĕнесшĕн.

29 Мая, 2017

Ÿкекен те, наркăмăшланакан та пур

Ача-пăчапа сыхă пулмаллине кашни ашшĕ-амăшĕнех асра тытмалла. Пуçа çавăрнă е куçа хупса илнĕ вăхăтра та инкеке çакланма пултарать вăл. Çапах мĕне пула больницăна лекет-ши ывăл-хĕр? Е тĕпренчĕкĕн пурнăçĕ мĕншĕн вăхăтсăр татăлать-ши?

мая 22nd

22 Мая, 2017

"Чăваш хĕрарăмĕ", 19 (992) №, 22.05.2017

22 Мая, 2017

Кĕвĕ тĕнчинчи чăваш хĕрĕ

С. Рахманинов пултарулăхĕпе паян тĕнче савăнать тесен те йăнăш мар — классика нихăçан та модăран тухмасть. Анчах та музыка çак генине те хăй вăхăтĕнче шалкăм çапнине ас тăвакан пур-и? Пултарулăх шалкăмĕ... 24 çулти композитор пĕр самантра çырайми-ĕçлейми пулса ларнă. Нимĕн патне алă пымасть, хавхалану çук, нотăсем пĕр рете, пĕр тĕвве ним тусан та пуçтарăнмаççĕ... Мĕн тумалла?

Страницы