Архив - Мар 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ

март 19th

19 Мар, 2018

Газ кăмакине пăхса тăнăшăн тÿлемелле

Сывлăх сунатăп, «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат ĕçченĕсем! Нумай çырма халăм çук, сирĕн те ытлашши вулама вăхăт пулас çук, каçарăр.
Эпĕ, 90 çула çывхаракан çын, темĕн те пĕр курса ирттертĕм ĕнтĕ. Газовиксен ĕçĕнчен тĕлĕнсе çав тери пăшăрханнипе çыратăп.
Тем ăнăçсăр пулчĕ-ши? Газ кĕртнĕренпе 19 çул хушшинче кăмакана 3 хутчен улăштарма лекрĕ. Газовик «вăхăт çук-ха» тенĕрен ачасем хăйсемех кăмакана вырнаçтарса газ чĕртсе хăварчĕç: манăн ывăл ку ĕçе ăнланать. Кăмака улăштарнă хыççăн 2 е 3 уйăхран килсе ун алăкне уçса пăхнăшăн 800 тенкĕ тÿлеттереççĕ.

19 Мар, 2018

Ача çеç пулсан та…

Хурланса та кулянса сивĕ хĕл иртсен, сарă хĕвел шăратса пăхсан, шăнкăр-шăнкăр шыв юхтарса, симĕс курăк шăтарса, таврана илем кÿрсе ырă çуркунне çывхарнă вăхăтра килнĕ çут тĕнчене анне — Анастасия Александрова. Тĕлĕнмелле те, çывăх çыннăмсем иккĕшĕ те пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Шел, вăл пиртен 1971 çултах уйрăлса кайрĕ.
Куккасемпе аппасем ачаллах çĕре кĕнĕ. Кукамай аннене çеç сыватса-сыхласа хăварма пултарнă. Пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ Наçтук. Саккăр тултаричченех çăм, сÿс арлама, чăлха-нуски çыхма вĕреннĕ. Хĕр 11 çула çитсен салтак-ашшĕ вилнĕ.

март 7th

7 Мар, 2018

Куçа çамрăкран упра

<...> Республикăри Сывлăх сыхлав министерствин кăтартăвĕ сисчĕвлентерет: пĕрремĕш класрипе танлаштарсан вун пĕрмĕш класа çитнĕ тĕле ачасен сывлăх тăрăмĕ вăтамран 4 хут чакать. Пуринчен ытла çул çитменнисен йышĕнче çакнашкал чир-чĕр сарăлать: вар-хырăм, нерв-психика тытăмĕсем хавшаççĕ, аллерги чирĕсем аптăратаççĕ, куç вăйĕ чакать. Юлашкинчен асăннă амакпа, сăмахран, асăннă ÿсĕмри ачасен 30 проценчĕ шар курать.

7 Мар, 2018

Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр…

Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам.
Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр.
Ăна тăван ыр кăмăлтан юрлатăр, —
Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.

7 Мар, 2018

«Шупашкар хăтлă киле çаврăнчĕ»

Атнер Хусанкайпа Гажидма Цыбеновăн юрату романĕ шăпах Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн пуçланнă. Ун чухне иккĕшĕ те Мускаври СССР Ăслăлăх академи Тухăç пĕлĕвĕн институчĕн аспиранчĕсем пулнă.

март 5th

Страницы