Архив - 2020 - Чăваш хĕрарăмĕ

март 16th

16 Мар, 2020

Çĕрпе тĕллевлĕн усă курманшăн

Пĕлтĕр Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ 50 яхăн административлă ĕçе налук службине çитернĕ: çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерме. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕн усă курманни çапла тума хистет. Çакăн пек чухне налук виçине кадастр хакĕнчен 0,3 вырăнне 1,5 процент таран ÿстерме ирĕк пур.

март 10th

10 Мар, 2020

Чăваш чĕлхи 201-мĕш пулмĕ-и?

Çуркунне çитрĕ. Тавралăх майĕпенех юртан тасалса пырать. Тĕнче кĕç-вĕç хĕл ыйхинчен вăранĕ. Йывăç-курăк йăл илсе илемĕпе чуна килентерĕ, кайăк-кĕшĕк сасси чунра савăнăç вăратĕ.

10 Мар, 2020

Куççуль витĕр çырнă çырусем

Фронтран янă сарăхнă çырусем, вăрçă кунĕсенче пичетленнĕ хаçатсем, сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕ документ... Хулăн тетрадь — Чăваш ăмăрт кайăкĕ Федот Орлов алли витĕр тухнă кĕнеке ал çырăвĕ — куçа тыткăнлать. Совет Союзĕн Геройĕ Александр Боголюбов генерал-майор амăшĕн тăванĕ патне шăрçаланă ăшă йĕркесемпе паллашатăп. Акă тата Павел Еромолаев, вăрçăран таврăнсан пĕр вăхăт Чăваш Ен архивĕн пуçлăхĕ пулнăскер, мăшăрĕ Екатерина патне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленни çинчен 1945 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче янă çыру. Самай вăрăмскере хумханмасăр вулаймăн.

март 2nd

2 Мар, 2020

Тăван чĕлхерен хакли çук

Çак кунсене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш музыкин фестивалĕ иртет. Уяв нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче гала-концертпа уçăлчĕ. Унта республикăри солистсем кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче, ют çĕршывра тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

2 Мар, 2020

«Йывăр вăхăтра вăрçă çинчен кĕнеке вулатăп»

«Эпир 2006 çулта Тюмень облаçĕнчен куçса килтĕмĕр. Ун чухне виçĕ пепкене — Дианăна, Во-вăна, Кристинăна — кун çути кăтартнăччĕ. «Аслисем ураланчĕç ĕнтĕ. Шкула çÿреме пуçларĕç. Атя, тепĕр ывăл çурататпăр», — сĕнчĕ мăшăрăм. Пирĕн йыша йĕкĕреш — Кирилпа Костя — хушăнчĕ.

февраль 25th

25 Фев, 2020

Ырă çынсен ытамĕнче

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Галина Кузнецова хăйĕн юбилейне куракансемпе пĕрле паллă тума хатĕрленетчĕ. Хăнасем пухăнма пуçличчен ăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.
«Эпĕ маларах та, каярах та мар, шăпах 1960 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнишĕн шăпана тав тăватăп. Урăх вăхăтра çут тĕнчене килнĕ пулсассăн Мускаври М.Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинче /институтра/ пĕлÿ пухайман, унти сумлă педагогсен хăвачĕпе хĕмленеймен пулăттăм.

Страницы