Архив - 24 Сен, 2014 - Хресчен сасси

24 Сен, 2014

Хаклашса тăма вăхăт çук

...Халăх сĕт пуçтаракансем миçере килессе пĕлет те – пĕчĕк бидонсем йăтса ял пуçне тухнă. Кунта юлашки хыпарсене илтетĕн, сĕт хакĕн ылмашăнăвне сÿтсе явма хутшăнатăн. "Леш касра вун тăваттăпа пуçтарнă, пирĕн мĕншĕн пĕр тенкĕ катăкрах?"– вĕчĕрхенет пĕр кинемей.

24 Сен, 2014

Тăван кил ырри – чĕре ăшши

Яла килсен пÿрте кĕриччен вăл хуçа-лăхне пăхса çаврăнать. Унăн картишĕнче витепе сарай кураймастăн: картишпе пахча пĕр вĕçрен. Чаплă плитка сарнă тротуарпа айлăмалла шыв çулĕпе утатăн. Юнашарах шăнкăртатса юхать вăл. Икĕ айккипе шултра та яка чулсем хурса тухнăран питĕ илемлĕ курăнать.

24 Сен, 2014

«Яла пĕр купа укçапа та улăштармастăп»

Çак хĕрарăма пăрчăканпа танлаштарма пулать. Вăр-варскер пур çĕре те ĕлкĕрет, кашни ĕçе тĕплĕн пурнăçлать. Ахальтен мар ун пирки ачисем: «Анне аллинче ĕç вылянать», – теççĕ.