Архив - 2018 - Хресчен сасси

ноябрь 14th

Пултаруллă, маттур çамрăксем яла юлса фермер хуçалăхĕ йĕркеленишĕн чун савăнать. Ара, уй-хирте хыт хура ешермест, вите выльăх-чĕрлĕхпе тулнă. Çавна май ялăн та малашлăхĕ пур.

Маттур çын пур енĕпе те пултаруллă. Етĕрне районĕнчи Килтĕшре пурăнакан Галина Александрова тăван тăрăха, çут çанталăка, кайăк- кĕшĕкпе ÿсен-тăран тĕнчине чунтан юратать. Çĕре яхăн чечек ÿстерет вăл хăйĕн пахчинче.

ноябрь 7th

Вăрçă çулĕсенче ятарлă комисси пирĕн И.Сталин ячĕллĕ колхозри лайăх утсене килсе суйланă. Вĕсене вут-çулăм хирне ăсатмашкăн Çĕрпÿ çывăхĕнчи станцăна хăваласа кайнă. Сыввисен, тĕреклисен ушкăнне Смелый ăйăра та çырса хунă.
Унпа выртмана, çывăхри шĕшкĕ катине, 12 çулти Ленькка Коротков çÿренĕ. Янавара турта хушшине тăма та вăлах вĕрентнĕ. Çуркунне суха та тунă.

Иртнĕ эрнере Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри 35-мĕш турнир иртрĕ. Çĕршыври регионсен тупăшăвĕнче йăлана кĕнĕ ăмăртусен чи пысăк кубокне Санкт-Петербург хулин пĕрлештернĕ команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Чăваш тата Тутар республикисен атлечĕсем.

Элĕк районĕнчи Качалаври Александр Петров юрăç, композитор, баянист сцена çинчен анса çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Кăçал вăл «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программипе грант илнĕ.

Улми йывăççинчен…

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

октября 31st

октября 24th

Страницы