Архив - Авг 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

1 Авг, 2014

“Кун каçипе пĕр пăта та çапмасан çурт юхăнать”

Çĕр çинчи кашни халăхăн хăйĕн тĕнчи. Çак хăтлăхсем пĕр-пĕринчен йăла-йĕркепе, культурăпа, чĕлхепе, тумтирпе, апат-çимĕç хатĕрлессипе уйрăлса тăраççĕ. Эпир чăваш тĕнчинче ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртсе хамăра телейлĕ туятпăр-ши?

1 Авг, 2014

Çулĕ велосипедпа çÿрекенсем валлиех-ши?

Ют çĕр-шывран килнисенчен чылайăшĕ Шупашкар таса, илемлĕ иккенне палăртать. «Хула Европăланманни тыткăнлать», - пĕлтерет ытларахăшĕ. Чăн та, тĕп хуламăр çулран-çул хитреленет. Юлашки вăхăтра капмар çуртсем, суту-илÿ çурчĕсем хăпартрĕç, ача сачĕсене хута ячĕç.

1 Авг, 2014

“Супăнь хăмпи çĕр-шыва курса çаврăнма пулăшрĕ”

Халĕ ачасем супăнь шывĕнчен хăмпă туса вĕçтерекен артиста Хĕл Мучипе Юр Пикерен те ытларах кĕтеççĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ хăмпăсем çÿлелле хăпарнине курсан вĕсем хĕпĕртенипе тăрст-тăрст сиксех алă çупаççĕ, пысăк пĕр хăмпа лексен йăл-йăл çиçеççĕ.

Страницы