Архив - Мая 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

мая 10th

10 Мая, 2018

«Салтаксем кĕлте пек выртса юлатчĕç»

Вĕсен аса илĕвĕсем чуна çÿçентереççĕ. Каласа кăтартнине куç умне кăларма хăрушă. Вилĕмĕ юнашарах çÿренĕ. Тăван çĕршывшăн кар! тăнăскерсем вăй-хала, пурнăçа шеллемен. Вĕсен ячĕпе пĕр вĕçĕмсĕр тав сăмахĕ янăрать.

Вилĕмпе юнашар

10 Мая, 2018

«Эсĕ манăн ывăл мар пуль…»

Кăн-кăвак тÿпере çăхан евĕр вертолетсем явăнаççĕ, пĕрмай переççĕ пек… Афганистанри çапăçу тĕлленнипе каччă вăрана-вăрана кайнă. Йĕпреç районĕнчи Пăкăянра пурăнакан Николай Степанов халĕ хăрушă çав кунсене сайрарах аса илет.

мая 5th

мая 4th

4 Мая, 2018

Вĕсене çăлма пирĕшти пулса килнĕ

Комсомольскинчи пĕр çуртра тухнă пушарта чутах икĕ хĕрарăмпа виçĕ ача çунса вилмен. Юнашар вырнаçнă электричество подстанцийĕнче ĕçлекен Александр Жирнов çывăхра пулнă: вăл пурне те çăлнă.
Синкерлĕ смена

4 Мая, 2018

Арçын воспитатель – ачашăн ашшĕ пекех

Унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ, сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ. Шупашкарти 23-мĕш «Берегиня» садикре тăрăшакан Анатолий Порфирьев кашнине ырă сăмахпа пулăшма тăрăшать. Коллективри çеç мар, хулари пĕртен-пĕр арçын воспитатель вăл. 27-ри каччă ачасене питĕ юратать.

4 Мая, 2018

Арча эрешсемпе тулнă

«Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать...» К.Ивановăн поэминчи йĕркесем ахальтен аса килмерĕç. Хĕрарăмăн пÿрнисем выляннине сиссе те юлаймастăн — тĕрĕ хатĕр те. Сĕтел çинче масмакпа тухья валли вĕтĕ шăрçапа тенкĕсем... Ăста арчинче мĕн кăна çук-ши?

Страницы