Архив - 20 Фев, 2020 - Çамрăксен хаçачĕ

20 Фев, 2020

Пĕр каçра 54 страницăллă пьесăри роле вĕреннĕ

Валентина СУРИКОВА пысăк хырăмлă пулнине пăхмасăрах театра ĕçе вырнаçас тесе монологсем вĕреннĕ. «Ачуна çурат. Кăштах ÿстер, уралантар.

20 Фев, 2020

Рейса тухиччен самолета ачашлаççĕ

«Эпĕ паян Армение вĕçетĕп-ха, каярах çыхăнăпăр», — Мускаври аэропортран çыру вĕçтерчĕ Дарья Чернова. Унпа кайран та çыхăнма çăмăлах пулмарĕ. Паян вăл — Гюмри хулинче Армени , ыран — Мускавра... Çак статьяна çырнă вăхăтра пике Екатеринбурга вĕçнĕ. Кашни кун — урăх хулара вăл.

20 Фев, 2020

Кивĕ садикре вун икĕ çул пурăнаççĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнчи икĕ хутлă кивĕ çурт тăлăххăн курăнса ларать. Чÿречисем ванса пĕтнĕ, стенаран унта-кунта пралук таврашĕ çакăнса тăрать, картишре çил улать. «Çакăнта чăнах та çынсем пурăнаççĕ-ши?» — çапла шухăшласа çурт çывăхне пытăмăр. Ку çуртра тахçан ача сачĕ пулнă. Ăна 2007 çулта хупнă. Халĕ çак çуртра Зойăпа Владимир Ивановсем пурăнаççĕ. Тивĕçлĕ канури мăшăр ватлăха хăтлă та ăшă çуртра ирттерейменшĕн кулянать. Зоя Дмитриевнăпа Владимир Алексеевич ача садне пурăнма куçнăранпа вун икĕ çул çитет.