Архив - Çамрăксен хаçачĕ

апреля 4th, 2014

4 Апр, 2014

“Мĕн пур талант - ял-салара”

Культура çулталăкĕнчи пысăк мероприятисенчен пĕри - Раççей халăх артистки Надежда Бабкина пуçарса йĕркелесе пыракан «Раççей юррисем» фестиваль-марафон. Вăл çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнче иртет, хыçа юлнă эрнере культурăн анлă мероприятийĕ пирĕн республикăра кĕрлерĕ.

4 Апр, 2014

Пĕр пин ытла ал шăлли тĕрленĕ

Чун киленĕçĕ йăлăхтармасть. Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнче пурăнакан Римма Сергеева 30 çула яхăн тĕрлет. Вăл çак ĕçе качча кайичченех хăнăхнă. Çемье çавăрсан вара тĕрĕпе пушшех кăсăкланнă. Ара, хунямăшĕ те тĕрĕ ăсти пулнă-çке.

4 Апр, 2014

Тĕлĕкре те Чечняра çапăçать

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре çуркуннехи призыв пуçланчĕ. Генштаб планĕпе килĕшÿллĕн - кăçал çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе 154 пин ытла çамрăк пурнăçлĕ.

4 Апр, 2014

Нĕркеç Геройне нимĕçсем чĕрĕллех çунтарнă

Статьясен ярăмне малалла тăсма Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялне çитсе килтĕм. Унта Совет Союзĕн Геройĕ Георгий Чернов çуралнă.

4 Апр, 2014

Ыхра типет

Ыхрана çивĕтлесе хунă суханпа юнашар упратăп. Суханĕ чиперех тăрать-ха, анчах ыхра типсе пырать. Мĕн тумалла-ши?

Лайăххисене суйласа кĕленчене тултармалла, капрон хупăпа хупса сивĕтмĕше (холодильника) лартмалла. Типме пуçланисене те урăх кĕленчене тултарса çавăнтах лартăр. Çулла унпа настойка туса ÿсен-тăрана сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлеме пултаратăр.

4 Апр, 2014

Çурхи сада им-çамласси

Çанталăк ăшăтсан, туратсем çинче пĕрремĕш папкасем курăнма пуçласан сад-пахчари йывăç-тĕ-ме, ун айĕнчи лаптăксене им-çампа сирпĕтмелле.

Йывăçсене извеç шĕвекĕпе пĕрĕхни. Çак им-çампа «шуратнă» йывăç-тĕм ахаль чухнехинчен 5-7 кун каярах çеçке çурать, çакă вĕсене çурхи тăм ÿкнĕ вăхăтра упрама пулăшать. Извеç сĕчĕ туратсене çÿхе сийпе хуплани вĕсем çинче хĕл каçакан сиенлĕ хурт-кăпшанкă личинкисенчен, куколкăсенчен, кăпшанкăсем хывакан çăмартасенчен хÿтĕлет.

Ирĕлчĕке хатĕрлеме ансат: тин çеç сÿнтернĕ 1-2 кг извеçе 10 литр шывра ирĕлтермелле.

4 Апр, 2014

Калча тaсaласран

Калча ытла ÿссе кайнине ла­йăхах теме çук. Мĕншĕн тесен ытла шултра хунавăн тымарĕсем те пысăкланса каяççĕ, чÿлмекри тăпрара ун валли тутлăхлă япаласем çитейми пулаççĕ. Çавна май пахчаçă çирĕп тымарлă, вăйлă калча вырнне имшер, тăсăлса кайнă ÿсен-тăран кăна илейрет.

Калча çак сăлтавсене пула тăсăлса каять:

- çур сивĕ, вăрăм тăнăран калчасене йăрансем çине вăхăтра куçарса лартма май килменран*

- ÿсен-тăрана ытлашши шăварсан, минерал удобренийĕ­­семпе нумай апатлантарсан*

- чÿрече анинче çутă çителĕ­­ксĕр пулсан.

Ытлашши тăсăлса каясран çапларах тумалла:

апреля 3rd

3 Апр, 2014

«Тантăшпа» ачаранах туслă

Пирĕн хаçата ачасем çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕ-асламăшĕ те хаваспах вулаççĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех "Тантăш" тĕнчине "путнă". Хаçатпа пĕрре те туслă çыхăнăва татман – ăна кашни çул çырăнса илеççĕ, хаваспах вулаççĕ. Çавнашкал ачасемпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

Ольга Семеновăпа Ирина Алендеева иккĕшĕ те Куславкка районĕнчи Аслă Куснар шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренеççĕ. "Тантăша" ачаранпах çырăнса парать вĕсене ашшĕ-амăшĕ.

3 Апр, 2014

Çамрăксен Николаев Вулавĕн VII конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта Çамрăксен Николаев Вулавĕн VII конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Конкурс йĕркелÿçисем – ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, ЧР Вĕренÿ министерствин Ачасене хушма пĕлÿ паракан «ЮНИТЭКС» центрĕ, А.Г. Николаев космонавт-летчикăн асăну комплексĕ тата Чăваш Ен Космонавтика ветеранĕсен пĕрлешĕвĕ.

Страницы