Архив - 5 Июл, 2018 - Тантăш

5 Июл, 2018

Пĕчĕкскерĕн çитĕнĕвĕсем пысăк

Шупашкарти 61-мĕш шкулта вĕренекен Даниил Федотов çитĕнсен кам пулассине халех палăртнă. 4-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕскер тĕрлĕ мероприятие хутшăнса сцена çине тухмассерен 1-мĕш вырăн йышăннă.

5 Июл, 2018

Муркаш команди — Спартакиада çĕнтерÿçи

Шкул ачисен спортпа техника тата спортăн ĕçлев тĕсĕсемпе иртекен 14-мĕш спартакиадин ăмăртăвĕсем вĕçленчĕç. Ачасем А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ Кубокшăн тупăшрĕç. Ракета тата авиаци моделĕсен ăмăртăвĕсем Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче иртрĕç.
2017-2018 вĕренÿ çулĕнче спартакиадăн республика тапхăрне 95 команда хутшăннă /25 районпа хуларан 500 ытла ачаº. Район тапхăрĕсенче вара 2 пин те 900-е яхăн шкул ачи тупăшнă.

5 Июл, 2018

«Яснара» — экскурсире

Нумаях пулмасть 61-мĕш ача садне çÿрекенсем, унти ĕçченсем, шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕ «Ясна» этнокомплекса çул тытрĕç. «Асамлă уçланкă» программăна хутшăнчĕç. Елена Клементьева хăнасене тĕрлĕ йывăç, курăк кăтартрĕ. Тăван ен илемĕсем çинчен каларĕ. Ватă юманпа — Киремет йывăçĕпе — паллаштарчĕ. Ачасем унăн çÿллĕшĕпе, мăнаçлăхĕпе к謬ленчĕç. Çу¬мĕнчех хыр, йăмра, хăва, çăка, хурăн, шĕшкĕ, вĕрене ÿсеççĕ.

5 Июл, 2018

«Çуллахи хăрушсăрлăх» акци

Çĕртме уйăхĕнче 9-мĕш ача садĕнчи шăпăрлансем Наци библиотекинче иртнĕ «Çуллахи хăрушсăрлăхшăн» акцие кăсăк¬лансах хутшăнчĕç. Ăна ирттерме МЧС ĕçченĕсем пулăшрĕç.