Архив - Тантăш

сентября 18th, 2014

18 Сен, 2014

«Манăн юлташсем – чи лайăххисем»

Нумай ачаллă çемьере çитĕнекен Рита Егоровăшăн çуллахи каникул ăнăçлă иртрĕ. Кăçал та вăл «Космонавт» лагерьте канса çĕнĕ юлташсемпе паллашрĕ. Халĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ те пушă вăхăчĕ сахалтарах. Уроксем пурнăçламалла, килте аслисене пулăшмалла. Апла пулин те тусĕсемпе интернет урлă час-час çыхăнать.

18 Сен, 2014

Тăваттăмĕшсем – хастар авторсем

Ку шкулта пирĕн хастар автор нумай. Тăваттăмĕш класра вĕренекенсем «Тантăш» тесенех йăл кулăпа çиçеççĕ, куçĕсем телейлĕн çуталаççĕ. Юратнă хаçат парнелекен ырă туйăмсене епле пытарăн-ха? Хăйсен пичетленнĕ кашни сăвви-калавне тĕплĕн упраççĕ вĕсем. Эпир хăнана килсен пире çав ĕçсен куравĕпе паллаштарчĕç.

18 Сен, 2014

Кашни кунах ăмăрту

Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» 5-мĕш форума республикипех тăрăшса ха- тĕрленеççĕ. Шупашкарти Олег Беспалов ячĕллĕ 7-мĕш шкул вĕренекенĕсем те айккинче юлмаççĕ.

18 Сен, 2014

Шăмăш пуласлăхĕ пур

Манăн кукаçи, Владислав Лаврентьевич Лаврентьев, ял историйĕ-пе питĕ интересленетчĕ. Кала- вĕсем хаçатра та пичетленетчĕç. Унпа пупленине халĕ те асра тытатăп-ха. Калавĕсене вуланă хыççăн вара Шăмăш ялĕ епле пуçланса кайни хама та кăсăклантарса ячĕ. Унăн историне пĕлмелле кăна мар, вăл манăçа ан тухтăр тесе ăна хут çине çырса хăвармалла.

Пирĕн ял Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче вырнаçнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче вăл питех аталанман, çĕнĕ çурт лартакан та пулман. Мĕншĕн тесен ăна хулапа пĕрлештерме шухăшланă. Паянхи кун вара ял аталанать, унăн пуласлăхĕ пур, çĕнĕ çуртсем те ÿсеççĕ.

18 Сен, 2014

Уçырма вучахĕ сÿнмест

Хăçан тата мĕнле пуçланнă-ха Уçырма? Халăхра сыхланса юлнă халап тăрăх Уçырма ялне никĕсленĕ чăвашсем 400 çул каялла Вырăскас Пикшихпе Энтри-ялĕнчен килнĕ-мĕн. Ку акă мĕнле пулнă.

18 Сен, 2014

Валя Зенкина – пĕчĕк санитарка

Валентина Ивановна Зенкина Брест крепоçне хÿтĕленĕ çĕре хастар хутшăннă, фашист тыткăнне те çакланнă. Тыткăнран пур пĕрех тарнă вăл, партизан отрядне кĕрсе фашистсене хирĕç çапăçнă. Вăрçăран чĕрĕ-сывă çăлăнса юлнă. Çапăçусен вăхăтĕнче вара çак пĕчĕк те черченкĕ хĕр ача аслисене хăюлăхĕпе тата паттăрлăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çавăншăнах ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.

Вăрçă

сентября 11th

11 Сен, 2014

«Тантăш» 37 (4399) №, авăн 11

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче чăваш ятне уçлăха çити çĕкленĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Тĕплĕнрех – 3-мĕш страницăра.

«Пĕррехинче» рубрикăра Луиза Васильевăн калавĕсене пичетлерĕмĕр.

11 Сен, 2014

Ырă кăмăллăхне вăл йывăçсенчен, ÿсен-тăранран илнĕ

Юмахри пек сарă кун тăрать. Çакна май Кольăн чун-чĕрине çутă-çутă хаваслă туйăм хăпартлантарать. Вăл автобус чарăнăвĕ енчен васкамасăр килĕ еннелле утрĕ. Хитре вăхăт, вăрман, уй-хир уçлăхĕ, хавхалантарса та çĕклентерсе, ырă тĕлĕке аса илтерчĕ ăна. Хулари тĕтĕмлĕ, тусанлă сывлăш хыççăн çакăн пек илĕртекен вырăнта – тăван кĕтеспе – утма мĕн тери аван! «Уйрăмах тата тăван ялта, тăван килте кĕтекен анне пулсан», – терĕ вăл хăй ăсĕнче.

11 Сен, 2014

Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çити çĕкленĕ Андриян Николаев çуралнăранпа – 85 çул!

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче СССР космонавт-летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, ЧР Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Виççĕмĕш космонавта, Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлне асăнса шкулсенче уçă уроксем иртрĕç, класс сехечĕсем тата ытти кăсăклă мероприяти пулчĕ.

Страницы