Архив

март 15th, 2014

15 Мар, 2014

Вăйлисене - чи сумлă наградăсем

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сочире Паралимп вăййисем старт илчĕç. Уяв XXII Олимпиада пекех Олимп паркĕнчи «Фишт» стадионра уçăлчĕ. Кунта пĕтĕмпе 1 пин ытла артист /вĕсенчен 140-шĕ инвалид/, çавăн пекех 2500 волонтер хутшăнчĕç. 48 хула урлă Раççейри 8 федераци округне çитнĕ çулăма чаплă лару-тăрура çутрĕç.

15 Мар, 2014

Тăван чĕлхе кунĕнчех çырăпăр

Пĕлтĕр кунашкал акци - пĕтĕм халăхпа диктант çырасси - пирĕн тăрăхра пуçласа иртнĕччĕ. Республикăра пурăнакансем вырăс чĕлхин правилисене мĕнлерех ас туни-пĕлнине тĕрĕсленĕ хыççăнах хамăрăн тăван чĕлхен çыру «вăрттăнлăхĕсене» аса илтĕмĕр. Пысăк йышпа ирттертĕмĕр çак ĕçе.

15 Мар, 2014

Инкеке асăрхаттарма пĕлмелле

Нарăсăн 6-мĕшĕнче 11 сехетре ку тăрăхра пулса иртнĕ инкек республикăна кисретрĕ. Хурама Тăвар ялĕнчи йывăç çуртра инкеклĕ çав кун пушар сиксе тухнă. Ашшĕ-амăшĕ кÿршĕ ялта пулнă. Синкерте 4 тата 2 çулти ачасен пурнăçĕ татăлнă.

Нарăсăн 13-мĕшĕнче Турханта ял тăрăхĕн профилактика канашĕн тата районти профилактика комиссийĕн пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ. Унта Турхан ял тăрăхĕн активĕ те хутшăннă. Канашлура ял администрацийĕн, вырăнти депутатсен тата йывăр лару-тăруллă çемьесене сăнакан канаш ĕçне пăхса тухнă.

15 Мар, 2014

Тĕрĕслев тата вĕренÿ

Кăçалхи пуш уйăхĕн 17-26-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн комиссийĕ Чăваш Енре граждан оборони, халăха тата территорие çут çанталăк, техногенлă синкерсенчен хÿтĕлес, шыв обCекчĕсенчи тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе комплекслă тĕрĕслев ирттерет.

"Çакнашкал тĕрĕслевсене ĕç тăвакан влаç органĕсемпе пилĕк çулта пĕрре йĕркелеççĕ", - терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор. Ăна хальхинче яваплă тапхăр - ейÿ вăхăчĕ пуçланас тата пушар тухас хăрушлăх палăрмаллах ÿсес умĕн - ирттереççĕ.

15 Мар, 2014

Голливуд сюжечĕ тейĕн...

Нарăсăн 21-мĕшĕнче Вăрмар район сучĕ Тăвай районĕнче пурăнакан 41 çулти Тамара Иванова тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Ăна влаç представительне хĕненĕшĕн айăпланă.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче каçхи пилĕк сехет тĕлĕнче полицин дежурнăй чаçне кÿршĕсем çапăçса кайни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Чĕннĕ çĕре следстви тата оперушкăн çитнĕ. Шар курнă хĕрарăм хăйне кÿрши хулăпа хĕненине пĕлтернĕ, çакăншăн айăплине явап тыттарма ыйтнă.

15 Мар, 2014

Пуйăс килнине курсах...

ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн черетлĕ пресс-конференцийĕ Чул хула чукун çулĕн пуçарăвĕпе иртрĕ. Унăн ертÿçин çумĕ, Хусанти управленийĕн пуçлăхĕ Александр Черемнов каланă тăрăх - вĕсем пăхса тăракан çул Раççейĕн 5 субъекчĕпе иртет.

15 Мар, 2014

Ячĕ ансат та илемлĕ

Кăçалхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Шурут ялне ни­кĕсленĕренпе 385 çул çитет.

Вăл Комсомольски тăрăхĕн кăнтăр-хĕвел анăç енче, район çĕрĕсем Йĕпреç тата Патăрьел районĕсемпе чикĕленекен вырăнта, Пăлана юхса кĕрекен Шурут шывĕн икĕ çыранĕнче вырнаçнă.

15 Мар, 2014

«Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер»

Чăваш Енре пуш уйăхĕн 17-28-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» наркотиксене хирĕçле акци иртет.

Ăна Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан федераци служби /ФСКН/ йĕркелет. Акци тĕп тĕллевĕ - халăх наркоманипе тата наркопреступленисемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене ан мантăр тени, çак "усал" тыткăнне лекнĕ çынсене пулăшасси.

15 Мар, 2014

Пирĕн спортсменсем ‐ чи вăйлисем

Сочири Паралимп вăййисенче тупăшакан спортсменсен чăтăмлăхĕпе хастарлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахмастпăр, çĕнтерÿ патне талпăнаканскерсем пур ăмăртура та хăюллă. Раççей йĕлтĕрçисемпе биатлонçисем пухмача 55 медальпе пуянлатнă.

Страницы