Çĕрпÿре хÿтĕлев дамбин строительстви вĕçленнĕ

«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»

Халăх хуçалăхĕпе экономика объекчĕсене çурхи ейÿрен хÿтĕлес тĕллевпе Çĕрпÿ хули çывăхĕнче хÿтĕлев дамбисене тума тытăннăччĕ. Нумаях пулмасть Çавал юхан шывĕнче строительство ĕçĕсем вĕçленчĕç. Çĕнĕ объектпа Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та паллашрĕ.