Ялти культура çурчĕ мĕнле сывлать?

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре культура ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Культура сферинче ĕçлекен нумай. Вĕсен шутне музыкантсем, ÿнерçĕсем, музей ĕçченĕсем, кино тата театр артисчĕсем тата ыттисем кĕреççĕ. Пурин уявне пĕрлештерекенни вара — шăпах çак кун. Уява 2007 çултанпа паллă тăваççĕ. Çулсерен вăл анлăланса, вăй илсе пырать.
Эпир ыйтăма ялти культура çурчĕсенче вăй хуракансене хутшăнтарас терĕмĕр. Мĕнпе сывлать ял клубĕ? Çамрăксене культура енчен аталанма май пур-и?

Надежда КВАСОВА, Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш ялĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ:
— Ял клубĕ сывлать-ха. Эпир ăна «вилме» памастпăр. Нумаях пулмасть икĕ пÿлĕмре юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Пĕр пÿлĕмне илем кÿртме Çăл Атăкри Юрий Карлинов пулăшрĕ.
Çамрăксем культура çуртне хаваспах çÿреççĕ. Шел те, ялти çамрăксем хулара тĕпленнĕ май кунта çÿрекенсен йышĕ чакрĕ.
Шăматкунсерен ташă каçĕсем иртеççĕ. Эпир хатĕрленĕ конкурссене çамрăксем хаваспах хутшăнаççĕ. «Кĕрхи бал», «Ăсату каçĕ», «Юратуллă чĕресен каçĕ», «Çĕршыва хÿтĕлекенсене мухтав» — çак мероприятисене çулсерен кĕтеççĕ. Тата кашни çулах «Çурхи пике», «Супер асанне», «Мини мисс тата мистер», «Чăваш пики», «Ылтăн асанне» шоусем иртеççĕ. Куракан лăк туллиех пухăнать. <...>

Анастасия АКСАКОВА, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Атикасси культура çурчĕн методисчĕ:
— Пирĕн культура çурчĕ тĕрлĕ мероприяти ирттерет, район шайĕнчи конкурссене хутшăнса Хисеп грамотисем илет. Çамрăксем пур, çук мар. Вĕсем клуба çÿреччĕр тесе ташă каçĕсем, вăйăсем, конкурссем ирттеретпĕр. Халăх «80 çулсенчи» дискотекăна кăмăллать. Кунта çамрăкĕ те, асли те, хушăран пенсирисем те килеççĕ. Çакă, ман шутпа, питĕ аван.
<...> Пире Тюмень облаçне йыхравларĕç, анчах пушă вăхăт тупайманнипе, ялта пурăнакан çыннăн выльăх-чĕрлĕх пăхмаллине пула каяймарăмăр. <...>

Любовь СЕРГЕЕВА, Канаш районĕнчи Шăхасан салинчи культура çурчĕн методисчĕ:
— Культурăра 1989 çултанпа вăй хуратăп. Шăхасанти культура çуртĕнче вара — 2008 çултанпа. Клуб уçсассăнах çын çав тери нумай пухăнатчĕ. Халь çамрăксем сахалланчĕç. Вĕсем Канаш хулинчи клуба çÿреççĕ.
Ялтине вара ытларах аслă çынсем пухăнаççĕ. Килти ĕçсене пĕтернĕ хыççăн шăкăл-шăкăл калаçса, çав вăхăтра алă ĕç туса ларма çав тери лайăх. «Кил хуçи арăмĕ» клуб ĕçлет. Ăна ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ираида Петрова ертсе пырать. Кунта 40-60 çулсенчисем пухăнаççĕ. «Искусство тĕнчи» клуба Роза Рябчикова йĕркелесе тăрать. Клубăн ансамблĕ те пур: юрăсем юрлатпăр, сценкăсем лартатпăр. Ытларах кулăшлисене кăмăллатпăр. Хамăр ял халăхне концертсемпе хаваслантаратпăр <...>. Унсăр пуçне культура çуртĕнче «Парчар» фольклор ушкăнĕ ĕçлет. Ертÿçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Дмитриев. Ушкăн 17 çул каялла йĕркеленнĕ. Шкул ачисем валли те кружоксем ĕçлеççĕ. <...>
Шел, пирĕн культура çурчĕ кивĕ. Кăçал çĕнĕ çурт хăпартасса шанатпăр. Тен, ун чухне халăхĕ те ытларах пухăнĕ? Тулли верси...

 

Валентина ФЕДОРОВА ыйтса пĕлнĕ.

1 Комментарий

Канаш районěнчи Мăкăp ял

Канаш районěнчи Мăкăp ял клубě çyмĕнче йĕркеленнĕ "Туслăх"фольклор ушкăнĕ,ертýçи Иванова(Николаева)Вероника Ивановна районта малтисен ретĕнче.Нумаях пулмасть аcăннă ушкăн район шайĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартрě.
"Иксěлми Канаш Ен çăлкуçěceм смотр -конкурса хутшăнса куракансене те жюрире лаpaкансене те кăмăла кайрĕ.,чылайчен алă çyпса ăcaтрĕç МĂКĂР ЕН ăcтисене..Коллективра туслăх ,юрату хуçaланать,Мăкăрсем анчах маp кýpшĕ Тури Юнтапа,Чакаç ял клубĕсен культура ěçченĕсем те хутшăнаççě "ТУСЛĂХА"-Алиса Николаева юрăпа ташă ăcти,Тимофеев Николайпа Трофимов Александр купăcçăceм Мăкăpceмпе пĕрле хăйсен ăcталăхěcене кăтартрěç."ТУСЛĂХРА"-ВĂЙ теççĕ Тăван ялсем,Мăкăpceн ěçě куçкěрет,ватти вĕтти хутшăнса уявсем тăтăшах иртереççě,темиçe хутчен халăха савăнтарса ял уявě кĕрлерě,уява хатěpленсе ял халăхне савăнса фотосем тума ландшафт композицийě те туса хатĕрленĕ Вертоград ЧĂВАШ ЕН ,"Чувашия" санаторинче ландшафт архитекторě пулса нумай вăй хунă,халĕ ялта пурăнакан Николай Васильев шухăшĕпе ăcталанă чулпа чечексемпе илемлетнĕ кýленчĕкре "ылтăн пулă" та ишсе çýpepě,хăях лилейник ,ирис нумай çyл уceкен чечексем айĕнче "хур -кăвакал" таçтан та килнě хăнасемпе пěрле савăнчě.
Ял халăхĕпе пухăнса пĕpле кар тăpca ,yкçине пĕрле пухса Чăваш Енре анчах мар Раççeйпе паллă Măкăp чукун çyл кĕперě айĕнче "Туслăх сачĕ"улма йывăç aллеи ýcce ларчĕ те ĕнтě,кунтах аякра мар Иванов Геpман А.тăрăшнипе чĕнтěpлĕ кĕпер урлă каçca Таса Святой Ольга ячěпе лартнă шыва кĕмелли вырăн,çyлла ăна чечксем,тěpлĕ тĕcлě илемлĕ йывăçceм илем кýмелле,хĕлле Раштавра,вара шыва кěмe,курма килекенсене,Христос Турăмăp çypaлнă ýпле-вертеп,тĕpлĕ тĕcлĕ çyтăceмпе йăлтăpтатса кěтсе илмелле,кунтах ял халăхěн пěчěк чиркý-часовня тăвас ěмĕт те пур.
Виадук айěнчи çăтмах- ВЕРТОГРАД ,çaвăн пек ят панă та Вертоград ЧĂВАШ ЕН ландшафт дизайнерĕ хăйĕн ěçe кĕpте пуçланă тăван тавралăха тирпей илем кýртме хатĕpленĕ проекта,кунта улма çырла аллeи çeç мар,часовня умĕнче клумба,кěпер тунă чухне нумай çын вилнисене асăнса хĕрес,чăваш йăлли -йěркин музейě,aча пăчасемпе çaмрăк мăшăрсен кану вырăнĕ,чулсемпе илемлетнě ландшафт чечек композицийéceм пулмалла.Пулас чиркý патне вара ялти ват ветерансем,вăpçã тыл ěçченĕсен ячĕпе лартнă улма йывăçěceн аллеи илсе пырĕ.
Çавăн пекех яла тaçтан та нумай хăнасем,туй кортежěсем килнине шута илсе парк умěнче автопарковка пулмалла,çyл ик айкипе парка çитме ял клубě,aвточарăну умěнччен пуçласах йывăç aллеи ешермелле.
Кăçaлах ял халăхĕ нумай пулмасть клубра иртернĕ пухура yкça пyçтарса йывăçceм лартма йышăнччě.
Çaв меслетпех Мăкăp ял хастарěсем ,"Туслăх" yшкăн юрă ташă ěçченěceм Aслă Çěнтерĕве халаласа лартнă палăк умěнче типей илем кěртсе сквер уçнă.Кăçaл та ял клубĕн культěçченě Вероника Ивановна пухура малалла та çaвăн пек туслă кар тăpca ĕçлесине шанса ял халăхĕпе пĕpле сýтсе яврĕ,шухăша пурте ырларĕç, ял старости Родионов Герман В.,ветерансен пуçлăхě Николаев Гаврил А.татах та тачăрах ěçлемеллине,яла илем кěртес,килекен хăнасен умěнче çeç мар,хамăpшăн таса пурăнни,çýп çaпа yнта кунта пăрахма юраманни çинчен,хамăp ĕçe юратса пулас ăрăва валли хăвараси пирки калаçpěç.Çaвăн пекех Мăкăp ялě турист маршрутне кĕнě pecпубликана килекен туристсене мêнле хапăл туса кĕтсе илесси пирки,чăваш халăхĕн,ял музейě пирки сýтсе яврěç.Культура ěçченěceм Мãкãp ял шкулĕн хастарěсем тăрăшнипе ку ĕçe пуçăннă та ěнтě.
Пĕлтĕр ял клубне тирпей илем кĕртнĕ,чăвашсен Ниме йăллине манмаççě Мăкăpceм,хěллене хирĕç ялти активистсем,acлă класри шкул ачисем тăpăшнипе клуб урайне майларěç,çулла вара
ялта çypaлса ýcнě Николаев Дмитрий Л.Канашри строй компани "Вектор"ертýçи шăвăça тăван ялшăн йýнетсе пулăшнипе çывăх вăхăтрах клуб çийĕ витĕнчĕ.
Cавăнтарать тăван ялăн ĕçě хěлě,татах та илем кĕpтес килет,сана юратнă ялăм.
Николай Васильев-"Туслăх"yшкãна хутшăнакан,
"Вертоград ЧĂВАШ ЕН"ландшафт дизайнерě.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.