«Тĕнче Пирĕштисем» куравра чăваш букварĕллĕ хĕрачана та курма май пулĕ

23 Июл, 2018

1997 çулта Юлия Иванова çамрăк художник чирлесе ÿкнĕ. Вăл сываласса тухтăрсем те ĕненмен. Хĕрарăм çутă куна кĕтсе илнĕшĕн тата ывăлне курнăшăн тав туса кашни кун Пирĕшти ÿкернĕ. Чире çĕнтерме пултарнăскер хăйĕн ĕçĕсенче халĕ те çав хăват вăйне кăтартать. «Тĕнче Пирĕштийĕсем» проекта шăпах вăл пуçарса янă. Сăмах май, юлашки 4 çулта 20 çĕршыври 225 художникăн ĕçĕсене экспозицие кĕртнĕ.

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн хальхи искусство центрĕнче «Тĕнче Пирĕштийĕсем» арт-проектăн пуххинчи картинăсен куравĕ уçăлĕ. Унта Раççей, Аслă Британи, Македони, Хорвати, Беларуç, Украина, Итали, Сингапур, Канада, Инди художникĕсен ĕçĕсемпе паллашма май пулĕ.

«Манăн анне — чăваш. Çавăнпах картинăсене Шупашкара илсе килме уйрăмах хавас. Нумаях пулмасть Сочи художникĕ пĕр картина илсе килчĕ. Унта вăл чăваш букварĕ тытнă хĕрачана ÿкернĕ. Унăн историне курав уçнă чухне каласа кăтартăп», — пĕлтерет Красноярскри чăвашсен наци-культура автономийĕн пресс-секретарĕ, çав проектăн директорĕ Олег Ровда.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментарии

Пите лайах

Комментировать