Атте пилĕпе эпĕ телейлĕ

Вăл калăпланă сăнарсене куракан тăвăллăн алă çупса йышăннă, халĕ те сцена çине тухмассерен çутă кăмăлпа, юратупа кĕтсе илет. Унăн искусствăри ăсталăхне чăваш халăхĕ кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче хисеплесе пуç таяççĕ. Чăваш хĕрарăмĕн сăнарне тĕрлĕ спектакльте куракан асĕнче ĕмĕр асăнмалăх çырăнса юлмалла çутатма пултарнă К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Нина ЯКОВЛЕВА паян пирĕн тĕпелĕн хăни. Нина Михайловна халăх патне çитернĕ рольсен шучĕ çук. «Праски инке мăнукне авлантарать» спектакле кăна куç умне кăларар-ха... Чăнах та, мĕнле чухăн пулĕччĕ-ши вăл, театр сцени, Нина Яковлевăсăр?
1. Атте. Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿсрĕм. Атте Михаил Филиппович вăрçăра пуç хунă. Эпĕ унран пĕр çулта юлнă. Куç умĕнче паянхи кун пек. Эпĕ вăл ăсталаса панă ларкăч çинче. Вăл хĕвел ÿкекен кантăк умĕнче çăпата хуçса ларать. Ман еннелле — çурăмпа. Çакна ас тăватăп. Паллах, нихăш тĕпчевçĕ те ĕненмĕ çакна. Анчах пирĕн килте урăх арçын никам та пулман. Аттен сăнарĕ çапла çырăнса юлчĕ.
2. Аэроплан. Вăрçă вăхăчĕ. Эпĕ 4 çулта пуль. Пирĕн пÿрт ял вĕçĕнчеччĕ. Пахча çумĕнчен колхоз уйĕ тăсăлса выртать. Унта ыраш хумханса ÿсетчĕ. Эпĕ пĕчĕк, ыраш пусси вара питĕ çÿллĕ. Тÿпере аэроплан кĕрленине куртăм та питĕ хăрарăм. Ыраш пуссипе килелле чупрăм та чупрăм. Пурпĕрех аташса каймарăм, киле çитрĕм.
3. Анне. Атте вилни çинчен хут килсен, вăрçă чарăнсан анне патне колхоз председателĕ хăтана килсе качча илсе кайнă. Вăл тăватă ачапа мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Василий Романович вăрçăра чухне арăмĕ çĕре кĕнĕ. Тăван мар атте аннерен 16 çул аслăччĕ. Эпĕ, пĕчĕкскер, ялан аннепе юнашар çывăрнă. Çав каç вăранса кайрăм — анне юнашар çук. Макăрма пуçларăм. Асанне те, аттен аппăшĕ Марье аппа та тăрса краççын лампи çутрĕç. Аннене кам илсе кайнине ăнлантараççĕ мана. Сана ыранах килсе илет, çывăрнă пирки кăна вăратман теççĕ. Мана вара нимĕн те кирлĕ мар çав вăхăтра, никама та итлеместĕп, антăхса кайса йĕретĕп. Çуркуннеччĕ ун чухне. Ирхине мана вăратрĕç. Тăван мар аттен аслă хĕрĕ Клавье 16 çултаччĕ. Вăл мана илме килнĕ. Çавăтса çырма урлă илсе кайрĕ. Хĕвел пăхатчĕ, çырмара шăнкăртатса шыв юхатчĕ. Вĕсен килне кĕрсенех алăк умĕнче икĕ арçын ача выляса ларатчĕ. Мана сак çине вырнаçтарнă. Урана сулласа ларатăп. Кăмака умĕнче вăрăм çивĕтлĕ, ман еннелле çурăмпа тăнă анне кăштăртатать.
4. Шкул. Аттен тăваттăмĕш ачи Литюк манран пĕр çулкăна аслăччĕ. Вăл пĕрремĕш класа кайсан вĕрентекенне пирĕн килте тата пĕчĕк хĕр ача пур тенĕ. Учитель мана шкула илсе пыма хушнă. Авăнăн 2-мĕшĕнче эпĕ те шкула çÿреме тытăнтăм. Литюкпа иксĕмĕре Василий Романовичăн йĕкĕреш хĕр ачисем тетчĕç. Шампунь-супăнь тавраш пулманран çÿçе шакла касатчĕç. Мунчара пуçа кĕл тăррипе çăваттăмăр. Пĕрремĕш класа Тав хучĕпе вĕренсе пĕтертĕм. Асрах- ха, пĕрремĕш учитель пĕрремĕш юрă вĕрентрĕ: «Асанненĕн пулнă икĕ савăк хурĕ, пĕри кăвак, тепри шурă — икĕ савăк хурĕ» /Ред.: юрласа кăтартрĕ/. Сас паллисем çырни куç умĕнче. Уйрăмах «э» сас паллине эпĕ темшĕн йĕртен çÿлелле тухса кайса çырнă. Çавăншăн мана «2» паллă лартса панăччĕ.
Физкультура вĕрентекенĕ, çамрăкскер, мана гимнастикăна хăнăхтарчĕ. Концертсенче хăюпа гимнастика хусканăвĕсем тăваттăм. Шпагат ларма та вĕрентĕм. Питĕ çаврăнăçуллăччĕ эпĕ. Шпагат ларни сцена çинче те кирлĕ пулчĕ. Анне каласа кăтартнă тăрăх, тăван атте пурнăçа юратакан, çав тери çăмăл авăнăçлă çан-çурăмлă, пур лару- тăруран та çапăçмасăр çăлăнса тухма пĕлекен арçын пулнă. Ăна хунă пуль эпĕ.
Чăваш чĕлхи учителĕ пире юнашар ялта çуралса ÿснĕ Мария Волкова поэтессăпа паллаштарчĕ. Вăл шкула килсе çÿретчĕ. 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерсен Литюкпа иксĕмĕре Мускава тăван аттен шăллĕ патне хăнана илсе кайрĕç. Вĕсем патĕнче пуçласа телевизор куртăм. Уйрăмах çамрăк Индира Ганди ашшĕпе Мускава килнине курни асра юлчĕ. Пурнăçра малашне те кăсăклантарчĕç ку халăх йăли-йĕрки, паллă çыннисем.
5. Купăта. Аннепе атте ĕçке кайнă-ши — пире кил картине кăларса лартнă ещĕкри купăста калчине сыхлама хушса хăварнă. Эпир выляса ун çинчен манса кайнă. Сыснасем витерен тухнă та калчасене тĕп тунă. Анне таврăнсан ятларĕ. Эпĕ кравать айне кĕрсе ларнăччĕ. Эх, анне мана аллипе сулса чĕнет, тух тесе вăрçать. Тата шак чÿлле выляттăмăр. Тăмран пукане ăсталаттăмăр. Анне кĕпе-йĕм килте çĕлесе паратчĕ. Хăех пир тĕртсе улача /клеткăллă тĕслĕ/ пусма хатĕрлетчĕ. Мăнкунра çĕнĕ кĕпе тăхăнтартатчĕ. Тепĕр Мăнкунччен çавăнпа çÿренĕ. Икĕ кĕперен мала пулман та пуль. Ураран çăпата каймастчĕ. Çуркунне йĕпенесрен унăн тĕпне шакмак çапса паратчĕç. 8-мĕш класа кайнă чухне пĕрремĕш хут калуш туянса пачĕç. Хĕлле кăçатăпа çÿренĕ. 10-мĕшне кайнă чухне пĕрремĕш хут резина атă тăхăнса куртăм.
Çурлапа тырă вырнă чухне кача пÿрнене пайтах кастарнă. Пайласа паратчĕç вырмалли лаптăка. Кунĕпе ял- йышпа уйра иртетчĕç çуллахи кунсем. Çавăнпа пире атте-анне кăна мар, халăх ÿстернĕ тесе калас килет.
6. Çыру. Тăван атте вăрçă хирĕнчен шăрçаланă çыру нумайччĕ. Асанне патне час-часах çÿреттĕм. Вăл вĕсене пĕчĕк арчара упратчĕ. Анчах икĕ çырăвĕ, вĕсене мана анне панăччĕ, халĕ те хамрах. 1942 çулта атте анне патне çыру янă. Анне качча тухсан вĕсене вăрттăн усранă. Эпĕ çитĕнсен мана пачĕ. Пĕр çырăвне килтисем патне çырнă, тепĕр хучĕ çине «Вăрттăнлă» тесе палăртнă. Унта вăл анне патне уйрăммăн шăрçаланă. Атте Ленинград çывăхĕнче çапăçнă. Йывăр лару-тăрурине каланă. «Кунтан никам та çăлăнса юлаяс çук, телей питĕ пысăк пулсан кăна е эпĕ йывăр амансан çеç. Хăрушă çапăçăва кĕретпĕр. Эпĕ вилсен качча тухмалла пулсан — кай, анчах манăн хĕре нихăçан та ан пăрах», — тенĕ вăл 1942 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче. Çырăвĕнче куççуль тумламĕсен йĕрĕсем те çаплах типсе хытнă. Куç умĕнчен кайман самант: кăмака çумĕнче сак пурччĕ. Анне çавăнта ларнă та уласа макăрать. Вăл вăхăтра çак çырăва вуланă-ши вăл е аттен вилни çинчен пĕлтерекен хучĕ килнĕ-ши?
7. Афиша. Эпир 10-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ чухне шкулта Мускава ГИТИСа вĕренме илесси çинчен пĕлтерÿ çакнăччĕ. Çавăн чухне çуралчĕ те артиста вĕренме каяс шухăш. Анчах çав афиша çухалчĕ те питĕ кулянтăм. Кăшт вăхăт иртсен, çĕр улми лартаттăмăр ун чухне — пирĕн яла Шупашкартан Константин Иванов режиссер артист пулас текенсене суйлама килнине пĕлтĕм. Эпĕ те кайрăм унта. Пире тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç. Мана çавăн чухне: «Санăн экзамена çине тăрсах пымалла», — терĕç. Шупашкара экзамена кайрăм. Эпĕ шкултан вĕренсе тухнă вăхăтра та пĕчĕкчĕ. Комиссире çакăн пирки асăрхаттарсан пĕри манăн хута кĕрсе: «Ÿсет вăл, хальлĕхе çитĕнеймен кăна- ха», — терĕ. ГИТИСра ăс пухнă вăхăтра стройра хĕрсенчен юлашкинчен иккĕмĕш тăраттăм. Дипломлă пулнă çĕре малтан 5-мĕшне çитрĕм. Мана вĕренме илсен: «Аннÿ Мускава яма хирĕç мар-и?» — кăсăкланчĕç. «Анне манран бухгалтер тăвасшăнччĕ», — кăмăлсăррăн пĕлтертĕм те манран хытă кулчĕç çавăн чухне. Мĕншĕн тесен эпĕ математикăна питĕ юратнă.

Тĕлĕнмелле аса илÿпе пуян Нина Михайловнăн ачалăхĕ. Йывăрлăхĕ те, савăнăçĕ те пурнăçа юратакан çыншăн паха. РСФСР тата ЧАССР халăх артистки паянхи кун та 18-ти пек илемлĕ. Итлес те итлес килет унăн калаçăвне. Пуплевĕ таса чăваш чĕлхипе шăнкăртатать. Ырă кăмăлĕ çăл куç шывĕ пек витĕр курăнать.
Унăн тăван ашшĕ Ленинград облаçĕнчи Синявино поселокĕн масарĕнче канлĕх тупнă. Амăшне вăл унăн вил тăпри çине илсе кайса килнĕ. Çапăçу хирĕнче мăшăрне питĕ ир çухатнă çамрăк хĕрарăмăн куççульпе хытнă чунĕ тинех лăпланнă пулинех. Зоя Леонтьевна 95 çула кайса пурнăçран уйрăлнă.
Нина Михайловнăпа Валерий Николаевич икĕ ывăл çитĕнтернĕ. «Пурнăç мĕн парнеленине пĕтĕмпех илмелле. Çавăнпа этемлĕх шăпи пуян. Атте пилĕпе эпĕ телейлĕ», — тет академи драма театрĕн артистки. Сцена ăна халĕ те хавхалантарать, пурăнма вăй- хăват парать. 78 çул та уншăн нимех те мар — паянхи çамрăксенчен ирттерет вăл, вылять-кулать, йĕртет те, савăнтарать те куракана.

Елена ЛУКИНА.
Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

1 Комментарий

Менле интересле вулама. Кущ

Менле интересле вулама. Кущ та шывланче. Санарлатса каласа панине те щырма лайах пелне. Тав!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.