Шупашкар аэропорчĕ камăн ячĕпе хисепленĕ?
29 Окт, 2018 | Город | аэропорт

Шупашкар аэропорчĕн камăн ячĕпе хисепленмелле? Çакна пĕлес тесе «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» паян Шупашкар хулин урамĕсене тухнă.

Пирĕн тĕп хуламăр «Великие имена России» проекта хутшăнать. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ регионти аэропортсене историе кĕнĕ паллă çынсен ячĕсене параççĕ. ЧР Общество палати 5 çынна — Иван Яковлева, Андриян Николаева, Алексей Крылова, Александр Боголюбова, Святослав Федорова — палăртнă. Вĕсем пурте Чăвашран тухнă, ырă та мухтавлă ĕçĕсемпе историе кĕнĕ.

Хастарсем иртен-çÿрене сасăлав пулассине пĕлтерекен хут валеçнĕ, вĕсен шухăшне ыйтса пĕлнĕ. Чылайăшĕ палăртнă тăрăх, аэропортăн Андриян Николаев ячĕпе хисепленмелле. «Вăл вĕçевпе çыхăннă çын», — çирĕплетнĕ.

Ятарлă сасăлав чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа уйăх вĕçĕччен пырĕ. Шухăша ВеликиеИмена.рф сайтра палăртма пулать. Унсăр пуçне чукун çул вокзалĕнче, суту-илÿ центрĕсенче, аэропрта волонтерсен посчĕсем ĕçлĕç.

www.hypar.ru

 

Ирина КОШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

1 Комментарий

Аэропорт ятчё

Николаев А.Г. ятне памалла.

Комментировать