«Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журналĕ «Хурçă ут – хăватлăн ут!» викторина ирттерет

 

Трактор» текен техника хатĕрне шухăшласа кăларни пĕтĕм Çĕр чăмăрĕшĕн пĕлтерĕшлĕ шутланнине халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ тытăмĕнче, çав шутра литературăра та, çак ятпа тăтăш усă курма тытăнни те çирĕплетет. Паянхи «Тăван Атăл» журнал та иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «Трактăр» ятпа тухма тытăннă. Кĕçех пĕтĕм тĕнче пĕрремĕш трактора ăсталанăранпа 250 çул çитнине паллă тăвĕ. Çак ырă ĕç 1769 çулта Франци инженерĕ Николя Кюньо тăрăшнипе пулса иртнĕ-мĕн.

Çавна май «Тăван Атăл» журнал Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕпе пĕрле хăйне май викторина ирттерме палăртнă. Ыйтăвĕсем журналăн çу уйăхĕнчи номерĕнче кун çути кураççĕ. Сăмах май, викторина 10 ыйтăва хуравлама сĕнет. Тĕслĕхрен, «Тăван Атăл» миçемĕш çулсенче «Трактăр» ятпа тухса пынă? Е тата çакăн пек ыйту та пур: Чăваш Енри пĕр трактористка кăна Паша Ангелина ячĕллĕ парнене тивĕçнĕ. Кам вăл?

Хуравсене lrigel@rambler.ru электрон адресĕпе ярса пама е журнал редакцине /Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, 301 пÿлĕм/ пырса пама юрать. Ĕçсене кăçалхи авăн /сентябрь/ уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕнтерÿçĕсем Трактор историйĕн музейĕн тата редакцин ятарлă дипломĕсене тата парнисене илме тивĕçлĕ пулĕç.

Лидия ФИЛИППОВА. 

КОНКУРС ÇĔНТЕРŸÇИСЕМ ПАЛЛĂ

2 Комментария

Журналăн тĕп редакторĕнчен

Журналăн тĕп редакторĕ Лидия Филиппова пĕлтернĕ тăрăх, конкурса Çĕнĕ çул тĕлне пĕтĕмлетĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне каярах пĕлтерĕпĕр. smiley